Ан турт, сывлăхлă пулăн!
СЫВЛĂХ сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакансен 1Ỹ3 пайĕ табак тĕтĕмĕпе минрет. Туртнине пула çуллен 5 млн. çын вилет. Туртнине пула вилекенсен йышĕ Раççейре те пысăк. Табака пула куллен 750 çын, çулталăкра 275 пин çын пурнăçпа сывпуллашать, теççĕ. Чăваш Республикинче 10 çул каялла çын ĕмĕрĕ вăтамран 66,5 çулпа танлашнă (арçынсен - 60,4, хĕрарăмсен _ 72,7). Мĕншĕн арçын ĕмĕрĕ кĕске тетĕр-и? Мĕншĕн тесен арçынсем хушшинче сиенлĕ йăласем _ туртасси, ĕçесси анлăрах сарăлнă. 40 çул хушши табак туртнă çын туртманнинчен 8,3 çул сахалрах пурăнать. Теприсем хирĕçлесшĕн: туртни-туртманни ниме те пĕлтермест тесшĕн. Апла мар çав, сиенлĕ йăласем пурте çын сывлăхне хавшатаççĕ. Табак, сăмахран, ỹпкене, сывлав тата апат çулĕсене, хырăмай парне, чĕрене, пĕвере сиенлет, сахал мар чух рак чирĕн сăлтавĕ пулса тăрать. Туртаканăн юн тымарĕсем питĕрĕнсе ларас, инсульт е гангрена пуçланас хăрушлăх пур. Пырпа ỹпке ракĕ, бронхит туртакан çыннăн ытларах пулать. Табак тĕтĕмĕнче 4000 тĕрлĕ хими хутăшĕ тупса палăртнă. Вĕсенчен хĕрĕхĕшĕ рак чирне аталанма пулăшать. Тĕтĕмри никотин, цианид, мышьяк, формальдегит, кăмрăк йỹçĕкĕ, синил йỹçĕкĕ тата ытти те çын организмне калама çук пысăк сиен кỹреççĕ. Табак тĕтĕмĕнче радиоактивлă элементсем - тăхлан, полоний, висмут т. ыт. те - нумай. Кунне 1 пачка сигарет туртакан 500 рентген чухлĕ пайăрка илнипе танлашать. Халиччен туртакансен йышĕнче хĕр арăмсем сахал пулнă, халĕ вара студенткăсемпе шкулсенче вĕренекен хĕрсем те йышлă. Мĕн ку - хĕрарăм эменсипацийĕ е хамăр ăнланманнине пула хамăр сывлăха пĕтерни? Ахăртнех иккĕмĕшĕ. Туртни пысăк сиен кỹни çинчен халăха радио, телевидени, хаçатсем урлă куллен ăнлантармалла, ырă тĕслĕхсем илсе кăтартмалла. Хăшпĕр хĕр арăмсем, çамрăк хĕрсем сигарет туртаççĕ. Вĕсемпе пĕрле çуралас ачи те хырăмра чухнех "табак туртать". Епле сывă ача кĕтмелле унашкал амăшĕсенчен? Табак çемье бюджетне те йăкăртать. Мĕн чухлĕ пушар инкекĕ пулмасть-ши табака пула? Хăшпĕр туртакансем вара "туртса ярсан, ăш лăпланать" тесе ĕнентерме пăхаççĕ. Çын хăйĕн вăйсăрлăхне пытарма суя сăлтав шырани кăна ку. Туртакансем тимсĕр, сапаланчăк шухăшлă, япăх çывăраççĕ. Табакпа туслă ача имшеркке çитĕнет, япăх вĕренет. Унран каллех имшер, чирлĕ ачасем çуралаççĕ. Пĕр пĕтĕмлетỹ кăна тума пулать: туртни пур енчен те сиенлĕ. Çавăнпа та туртакансене çаплах калас килет: тăванăм, туртма пăрахатăп тесе çирĕп тĕллев ларт та урăхран çăвара ан хып çав усал япалана. Енчен те хăвăн кăмăл çирĕплĕхĕ çитеймест пулсан, тухтăрсенчен пулăшу ыйт. Халĕ вĕт туртма пăрахтаракан эмел темĕн чухлех. Кашни çыннăн харпăр хăй сывлăхĕшĕн кăна мар, общество пуласлăхĕшĕн те тăрăшмалла.