Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Амăшне халалласа _ концерт

Çак кунсенче Кивĕ Шăмăршă клубĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Малтанах Кĕрхи бал пулчĕ. Пирус туртнин, наркотиксемпе усă курнин, виçесĕр эрех-сăра ĕçнин сиен-лĕхĕсемпе çыхăннă калаçусене те çамрăксем активлă хутшăнчĕç. Ноябрĕн 6-мĕшĕнчи концерт вара чылайлăха ял-йыш асĕнче юлĕ. Çак кун Чăваш Наци конгресĕ çумĕнчи артистсен "Янра, юрă!" ушкăнĕ концерт кăтартрĕ. Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, Чăваш патшалăх çамрăксен премийĕн, "Кĕмĕл сасă" фестиваль лауреачĕ, Кивĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Светлана Яковлева, Михаил Федоровпа унăн ывăлĕ Михаил тата Игорь Никифоров солистсем чăваш халăх, хальхи эстрада юррисене питĕ ăста юрларĕç. Светлана Яковлева хăйĕн амăшĕн _ Клавдия Митрофановнăн _ çуралнă кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн шăрантарнă юрă саламĕсене ял-йыш уйрăмах ăшшăн йышăнчĕ. Тĕрĕссипе каласан, Светлана хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ çак пысăк концерта юратнă амăшне халалларĕ. Хăйĕн хĕрĕ чун-чĕререн çĕкленсе юрланине итленĕ чух амăшĕн куçĕсенче савăнăç куççулĕ йăлтăртатрĕ. Артистсем килес çул çак вăхăтра каллех концертпа килме шантарчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2005
00:00
Поделиться