Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Волейбол турнирĕ иртрĕ

Карапай Шăмăршă ял администрацийĕ спорта аталантарас енĕпе тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркелет. Çак кунсенче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулăн физкультура вĕрентекенĕн И.Сабаевăн кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ ирттернĕ. Тăватă команда мала тухассишĕн хĕрỹ вăйăсенче тупăшнă. Хальхинче ăнăçлăрах шкулта ĕçлекенсен команди вылянă, вĕсем _ кубок хуçисем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче ял администраци çамрăкĕсемпе шкул ачисен командисем пулнă. "Елочка" санатори-профилактори командин тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Иван Петровича шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем асăнмалăх парнепе чысларĕç. Хăйсен вĕрентекенне çулсем иртсен те манăçа кăларманни И.Сабаева чунтанах савăнтарчĕ. Малашне И.Сабаев кубокĕшĕн йĕркеленĕ турнира районти ытти волейбол командисене те чĕнме палăртнă. Ăна кашни çулах юпа уйăхĕн иккĕмĕш шăмат кунĕнче ирттерĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться