Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тумлан та, спорт залне ут, юлташăм...

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, районта пурăнакан кашни çыннах спорт вăййисене хутшăнма, сывлăха тĕреклетме майсем туса панă. Акă, Шăмăршăри Культура керменĕнчи спорт залне график тăрăх тунти кунтан пуçласа шăмат кунчченех ĕç коллективĕсем çỹреме пултараççĕ. Журналистсен те ятарлă кун пур: эпир "Искра" спорт коллективĕн йышĕнче (пушар чаçĕпе, регистраци палатин филиалĕпе тата социаллă страховани фончĕпе пĕрле) кашни юн кунах 15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен спорт залĕнче пулăпăр. Интервью е хыпар парас тесен, спорт залне пырăр, вулакансем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться