Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мĕн вулатăр, учитель?

УЧИТЕЛЕ мĕн ĕлĕкрен пурне те пĕлекен, тарăн пĕлỹллĕ çын теме хăнăхнă эпир. Астăватпăр-ха, учительсем халăх хушшинче пулса çỹлти органсен йышăнăвĕсене ăнлантарса паратчĕç, хаçатра пичетленнĕ çивĕч статьясемпе паллаштаратчĕç, вăл е ку хаçат- журнала çырăнса илме хистетчĕç. Шел те, паянхи учитель пирки нумай вулакан çын тесе калама пултараймастпăр. Ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, шкулта ĕçлекенсем хаçат-журнал çырăнассипе ырă тĕслĕх кăтартаймаççĕ. Çакна "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнса илекен учительсен хисепĕ пĕчĕк пулни те çирĕплетет. Акă, Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен 64 учительтен пурĕ те 16-ĕшĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи 25 учительтен 8-ĕшĕ, Палтиел шкулĕнчи 29 учительтен 6-ĕшĕ, Карапай Шăмăршă шкулĕнчи 25 учительтен 11-ĕшĕ, Анат Чаткас шкулĕнчи 21 учительтен 10-ĕшĕ, Чукал шкулĕнчи 15 учительтен 9-ĕшĕ, Пуянкасси шкулĕнчи 17 учительтен 5-ĕшĕ, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнчи 14 учительтен пĕри(!) çеç район хаçатне çырăннă. Патирек, Энтĕрьел, Ярăслав, Хайпăла шкулĕсенче ĕçлекенсем вара пĕр экземпляр та çырăнман. Патирек, Палтиел тата Чукал шкулĕсенче тĕрлĕ наци çыннисем ытларах ĕçленине кура район хаçатне сахалрах çырăннине ăнланма та пулать пулĕ-ха, анчах Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас, Пуянкасси, Виçпỹрт Шăмăршă учителĕсем чăвашла пĕлмеççĕ тенине пĕрре те ĕненес килмест. Шăмăршă шкулĕнчи учительсене те район пурнăçĕпе малашлăх тĕллевĕсем, вырăнти влаçсен йышăнăвĕсем пĕрре те интереслентермеççĕ-ши вара? Сăмах май, çывăх вăхăтра эпир хаçат-журнал питех те сахал çырăннă ĕç коллективĕсен ертỹçисене ятран асăнасшăн, çакна кама та пулин кỹрентерес шутпа мар, учительсем ытларах вулаччăр тесе тăвасшăн. 2006 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăмашкăн хаçат-журнал çырăнмалли кампани вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Хуть те хăш çын та хăй юратакан кăларăма çырăнма пултарать. Çапах та эпĕ пурне те районта тухса тăракан "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнма сĕнесшĕн. "Шăмăршă хыпарне" вуласан эсир район пурнăçĕпе тан пырăр, хăвăрăн чунăра пуянлатăр, пурнăçри тĕрлĕ ыйтусем çине хурав тупăр. Журналистсем вара шкул пурнăçĕпе пултаруллă учительсем çинчен çырсах тăрĕç, малта пыракансен ĕç опычĕпе паллаштарĕç. Кашни шкултах çамрăк корреспондентсен кружокне йĕркелеме те пулăшăпăр. Çырăнăр, вулăр "Шăмăршă хыпарне" _ çиттĕр вăл кашни учитель килне!



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться