"КИРЛĔ МАР!" _ тесе калар
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн районта "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пырать. Пуянкасси ял библиотеки те çак акцие халалласа мероприятисем йĕркелесех тăрать. Шкулти аслă классенче вĕренекенсемпе "Эпĕ наркотиксене хирĕç" ятпа тĕл пулу ирттернĕ. С.Пушкина библиотекарь яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç умĕнче "Наркотик _ хăрушă чир" темăпа калаçу йĕркеленĕ. Çавăн пекех "Çамрăксем сывă пурнăçа суйлаççĕ" кĕнеке куравне те тишкернĕ. Тĕл пулу питĕ вырăнлă та интереслĕ пулнă. Çамрăксем пирус туртакансене сивлени пирки уççăнах палăртнă. Хĕрсем мăкăрлантарни пушшех те киревсĕр пулăм пулнине каланă. "Пурăнма ирĕк пур" видеофильм пăхни те хĕрсемпе каччăсене наркотик çине сиввĕн пăхма хистенĕ.