Иван, хресчен ывăлĕ
ЯЛ çумĕпе авкаланса юхакан çырма хĕрринче тĕл пултăм ăна. _ Хурсене пăхма антăм-ха, - терĕ Иван Викторович. _ Икĕ теçетке ытла вĕт вĕсем пирĕн. Кайăк-кĕшĕк енчен алă пырать _ картишĕнче кăрккасем те çирĕм ытла. Чăх-чĕп те йышлă усратпăр. "Чăн-чăн хресчен", - çапла калас килет манăн И.В.Герасимов пирки. Пирĕн ялта çуралса ỹсмен вăл _ кỹршĕри Хайпăла ялĕнчен. Çамрăклах Кузбасри шахтăра ĕçленĕ, виçĕ çул салтакра пулнă, автомобиль техникумне пĕтернĕ. Авланса çемье çавăрнă хыççăн мăшăрĕпе Украинăна куçса кайнă. Кунта вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех водительте ĕçленĕ. Пенсие тухсан яла таврăннă. Палтиелĕнче пурăнма тытăннăранпа 8 çул çитрĕ ĕнтĕ. Вĕсен çурчĕ Кĕçĕн Хырла çырми хĕрринче вырнаçнă. Юнашарах _ çерем. Выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал усрама питĕ меллĕ. Кашни çулах икшер пуç вăкăр çитĕнтерсе сутаççĕ. Ял çыннисем вĕсен ăратлă вăкăрĕсем патне ĕнисене чуптарма пыраççĕ. Паллах, ук-çасăр мар. Вăкăрсемпе ерттернĕшĕн çулталăкне 10 пин тенкĕ ытла пуçтарăнать. Мăйракаллă шултра выльăхсене сутса кăçал 40 пин тенкĕ ытла тупăш илнĕ. Кунсăр пуçне, çулленех 3-4 пуç сысна усраççĕ, хăйсенчен ытлашши какая сутса укçа тăваççĕ. Качака сĕчĕ сиплĕ тесе, çак выльăха та 4 пуç усраççĕ. Герасимовсен пахчине те пăхсан ăмсанмалла. Кăçал 3 тонна ытла çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ. Пахча-çимĕç сутмалăх та пур. Сад пахчинче вĕлле хурчĕсен çемйисем йышлă. Иван Викторович хăйĕн утарĕпе тивĕçлипе мухтанать. Пыл сутса та укçа тăвать кил хуçи. Герасимовсем пирĕн яла куçнăранпа кирпĕчрен пысăк çурт туса лартрĕç, кирпĕчренех анлă кил карти çавăрчĕç. Çуртне телефон кĕртрĕç. Водопровод та, ваннăй та пур. Çăмăл автомашина та туянчĕç. Иван Викторович, утмăл саккăрта пырать пулин те, сывлăх енчен тĕреклĕ-ха. Ăна тăван çут çанталăк, хресчен ĕçĕ вăй-хал парса тăрать. "Раççей Ивансем çинче тытăнса тăрать", - тенĕччĕ пĕр сăвăç. Шăпах Иван Герасимов хресчен пек çынсем çинчен çырнăнах туйăнать çак йĕркесене