Чунтан юратни пĕр-пĕрне сипленĕ салтак суранне
Пуянкассинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Е.И.Алексеева кĕçĕр ниепле те канăçлă ыйхă ытамне кĕреймерĕ. Евгения Ильинична васкамасăр вырăн çинчен тăчĕ те света çутса чỹрече умне кăштăртатса пычĕ. Уйăх хăйĕн кĕмĕлне сапса ноябрь каçне илемлетни, çутă çăлтăрсем вăйă картине тăни ветеранăн пусăрăнчăкрах кăмăлне уçса ярса аса-илỹсен ытарайми асамлăхне илсе кĕчĕ. Çамрăклăхри тата кайранхи çулсенчи уйрăм самантсем ун куçĕ умне кинофильмри кадрсем евĕр тухса тăчĕç... 1943 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Пуянкассинчи пуçламăш шкулта учительницăра ĕçлекен Евгения Муромцеван юратнă тусне _ ял Совечĕн ĕç тăвакан комитетĕнче секретарьте вăй хуракан вунсаккăрти Михаил Алексеева хаяр вăрçа тухса кайма повестка пачĕç. Нихăçан манăçми уйрăлу каçĕнче Пуянкассинче пĕр урамрах пурăнакан, пĕр- пĕрне чунтан савакан каччăпа хĕр çутăличченех пĕрле çỹрерĕç, çутă ĕмĕтсемпе хавхаланчĕç. _Фашизм сăнчăрне татса ывăтмасăр, Европăна тата хамăр çĕршыва гитлеровецсенчен тасатмасăр пирĕн те, ыттисен те телейлĕ пурнăç пулас çук, Женечка, - савнине куçĕнчен темиçе çеккунт тунсăхлăн пăхса тăчĕ Михаил. _ Германие çĕнтерсе тăван киле таврăнсан иксĕмĕр пĕр çемьене пĕрлешĕпĕр, савнă тусăм. Эпĕ те сан пекех учителе вĕренсе тухăп, анчах пĕчĕккисене мар, аслăраххисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентĕп. _ Пирĕн çутă ĕмĕт пурнăçа кĕрессе эпĕ чунтанах ĕненетĕп, - пуçне савнийĕн сарлака хулпуççийĕ çине хурса шăппăн пăшăлтатрĕ Евгения Муромцева. Фронта каякан çамрăксемпе арçынсене ăсатма Шăмăршăри çар комиссариачĕ умне халăх йышлă пухăнчĕ. _ Кĕт мана Женя, - ытти призывниксенчен уйрăлса, савнийĕ патне чупса пычĕ Михаил. _ Пĕтĕм чун-чĕререн кĕтекенсем телейлĕ пулаççех... _ Паянтанах кĕтме пуçлатăп сана, савнă çыннăм. _ Çутă шанăç кỹрекен сăмахсемшĕн тавах сана, Женя, - сăпайлă та вăтанчăк хĕрĕн çỹхе тутинчен чăпăрт! чуп туса илчĕ яштака пỹ-силлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ йĕкĕт. Çапла вара, пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман каччăпа хĕр хушшинче асаплă уйрăлу кунĕсем пуçланчĕç. Пĕр-пĕрне çав тери кĕтнĕрен, пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтесе янă виç кĕтеслĕ çырусем питĕ вăрах çỹренĕрен вăхăт тимĕр шапа хăвăртлăхĕпе куçнăнах туйăнатчĕ çамрăксене. Хаяр вăрçă çулĕсем... Евгения Ильинична, 1942 çулта Патăрьелĕнчи педучилищĕре учительница дипломне илнĕскер, пуçламăш классенчи ачасене пĕтĕм чунтан тăрăшса вĕрентме тăрăшрĕ. Шуранкка сăн-питлĕ, начар апатпа вăйран кайнă ачасем çине пăхса вăрттăн мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши çамрăк учительница. Тĕрĕссипе, хăй те куллен курăкпа çăратнă çăнăх шỹрпи кăна сыпнă. Терка витĕр кăларнă çĕрулми çине кăштах ыраш çăнăхĕ хутăштарса пĕçернĕ икерчĕ ял çыннисемшĕн чи тутлă çимĕç вырăнне пулнă. Учительсем хĕл кунĕсенче шкул валли вутă кỹнĕ, ăна татса купаланă. Çу кунĕсенче вара пуçламăш шкул учителĕсем колхозниксемпе пĕрле уй-хирте тар тăкнă, каннă вăхăтра Совинформбюро сводкисене вуласа панă. Тыл ĕçченĕсем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе кунран-кун Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Фронтри салтаксем вара вăр-çăн тертлĕ те асаплă çулĕсемпе, "тăхлан çумăрĕ" витĕр, йывăр çухатусемпе тăшмана хĕвел анăçнелле хăваланă. ... 1944 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Виççĕмĕш Прибалтика фрончĕн 53-мĕш дивизийĕн стрелковăй батальонĕ Псков таврашĕнчи вăрманлă-шурлăхлă вырăнта вутлă ункăна хĕсĕнсе ларнă. Комбат, подразделение тĕп вăйсем тăракан вырăна илсе тухас тĕллевпе, чи хăюллă пулеметчиксен 3 расчетне засадăра хăварнă. Çак йышра Михаил Алексеев сержантăн расчечĕ те пулнă. Паттăр пулеметчиксем питĕ йывăр сурансем иличченех "Максимкăсен" гашеткисене алăран вĕçертмен. Пуянкасси йĕкĕтне çурăлакан пуля питрен йывăр амантнă. Паттăр пулеметчика Горькири госпитале ăсатнă. Унтах ăна виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă. "Юратнă савниçĕм, - çырнă сержант Е.И.Муромцевана. _ Эсĕ мана, вăрçă алли пĕр шелсĕррĕн ватнă çамрăка, халĕ тиркеме те пултарăн. Ялта илемлĕ сăн-питлĕ йĕкĕтсем нумай. Пурнăç çулĕпе утма эсĕ теприне суйласа илме пултаратăн. Анчах та эпĕ сана вилсе çĕр пуличченех манаймăп..." "Савнă Миша, хаклă тусăм, чуна çỹçентерекен сивĕ йĕркесене мĕнле çырма пултарнă-ха эсĕ? - çырса янă Горькири госпитале Евгения Ильинична. _ Çак тĕнчере санран, паттăр салтакран, хаклăрах çын çук манăн. Вырăнсăр шухăшсемпе чĕрỹне ан ыраттар. Хăвăртрах сывалма сунатăп. Çывăх кунсенчех сан патна госпитале пыратăп..." Шупашкарти учительсен канашлăвне кайсан Е.И.Муромцева теплоход çине ларнă та Атăл тăрăх Горькири госпитале çул тытнă. Кĕске те хаклă тĕл пулу çамрăксене ăраскаллă шанăç кỹнĕ. Хĕрĕн чун ăшшипе çырнă çырăвĕсем салтакăн йывăр суранне ỹт илме пулăшнă. Госпитальте 3 çул сипленнĕ, 19 операци чăтса ирттернĕ хыççăн, 1947 çулхи март уйăхĕнче Михаил Алексеев сывалса тăван яла таврăннă. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн юратакан çамрăксене мирлĕ пурнăçри кашни кун телей саманчĕсем парнеленĕ. Çамрăклăх туйăмĕпе хавхаланса пурăнакан каччăпа хĕр пысăк шанăçпа, çунатлă ĕмĕтпе пурăннă. 1951 çулта ДОСААФ райкомĕн председателĕ Михаил Алексеев тата ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ Евгения Муромцева (кунта вăл 2 çул ĕçленĕ) пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Район çыннисем вĕсене çакнашкал яваплă должнăçсенче ĕçлеме шаннă пулин те, Алексеевсен чун-чĕрисем шкулти ĕç еннеллех туртăннă. Вĕсен заявленийĕсене тивĕçтернĕ хыççăн, çак çулах Евгения Ильинична тăван ялти _ пуçламăш, Михаил Александрович Виçпỹрт Шăмăршăри 7 çул вĕренмелли шкулсенче ĕçлеме тытăннă. Тĕнчене ывăл тĕпренчĕкĕ _ Юрий _ килни туслă çемье тымарне татах та çирĕплетнĕ. Тепĕр çул, Пуянкассинче 7 çул вĕренмелли шкул уçăлсан, Михаил Александрович та тăван ялтах вăй хума тытăннă. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май, мал ĕмĕтлĕ çамрăк заочнăй майпа учительсен институтĕнче пĕлỹ пухнă. Çулран-çул пысăк хавхаланупа, профессилле ăсталăхпа ĕçлесе пынă илемлĕ чунлă, ăшă чĕреллĕ педагогсем, ачасене çирĕп пĕлỹ парассишĕн чун хĕрĕвне те, вăй-халĕсене те шеллемен. Тĕрлĕ обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă. Хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе Алексеевсем коллектив тата ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. Пултаруллă учительсене темиçе хутчен те ял Совечĕн депутачĕсем пулма шаннă. Вĕсене ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хисепленĕ. Опытлă педагогсене республикăри тата районти тĕрлĕ органсен Хисеп грамотисемпе, "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе чысланă. Çулсем иртнĕ май, ватлăх еннелле илсе каякан сукмак çине тухсан та, вĕсен çамрăк чухнех пуçланнă вĕри юратăвĕн хĕмĕ илемлĕн ялкăшса çуннă. 1981 çулта Михаил Александровичпа Евгения Ильинична тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире пулсан та вĕсем ялăн обществăлла пурнă-çĕнче хастар пулнă. Алексеевсем пĕр ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ, ăна тивĕçлĕ воспитани панă. Юрий Михайлович ашшĕпе амăшĕн çулĕпех кайнă _ аслă пĕлỹллĕ педагог пулса тăнă. Вăл _ чăваш художникĕсен Союзĕн членĕ. Ю.М. Алексеев живопиçри тĕрлĕ жанрсемпе ăнăçлă ĕçлесе пырать, республикăра тата çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче иртекен выставкăсене тăтăшах хутшăнать. Юрий Михайловичăн творчество ĕçĕсене критиксем яланах лайăхпа хаклаççĕ, вăл талантлă художник пулнине палăртаççĕ. Питĕ шел, 2004 çулхи июньте М.А.Алексеев учитель-фронтовик пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Юратнă мăшăрĕ вилнĕ хыççăн Евгения Ильиничнăн сывлăхĕ самаях хавшарĕ. Ывăлĕпе кинĕ хăйсен юратнă амăшне пысăк тимлĕх уйăраççĕ, ăна тăтăшах пулăшма, унăн ватлăх кунĕсене телейлĕ тума тăрăшаççĕ. Ытарайми икĕ мăнук 80-ри асламăшне пысăк савăнăç кỹрсе тăраççĕ. Алексеевсен çемье тымарĕ ỹссе-сарăлса пыни педагогика ĕçĕн ветеранне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительницине вышкайсăр мăнаçлантарать.