Чи вăрăм ĕмĕрлисен ялĕ
Кивĕ Чукал пирки чăнласах та районти чи вăрăм ĕмĕрлисен ялĕ тесе калама пулать. Ялти 16 арçынпа 31 хĕрарăм 70 çултан иртнĕ. Чи ватти _ Ольга Андреевна Чамеева. Вăл 101 çулта. 90 çултан иртсе 100 çула çывхаракансем виççĕн: Анисия Андреевна Шикина, Евдокия Ивановна Афанасьева, Перасковья Николаевна Чамеева. Арçынсем те хĕрарăмсенчен юласшăн мар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 5 ветеранĕ _ Николай Федорович Головин, Николай Иванович Денисов, Алексей Егорович Албутов, Михаил Егорович Малеев, Василий Петрович Мандрюков тăххăрмĕш теçеткере пыраççĕ. Ялта 75 çултан иртнисем 14 арçынпа 21 хĕрарăм. 5 арçынпа 24 хĕрарăм ватлăхра пĕчченех пурăнаççĕ. Çỹлте асăннă çынсем пурте пурнăçра йывăрлăхсем нумай тỹснĕ. Выçлăх вăхăтĕнче мăян пашалăвĕ, крахмал икерчи çинĕ, хырăма курăк яшкипе улталанă. Колхозри чи йывăр ĕçсене те вĕсемех тунă, вăрман каснă, сухăр юхтарнă. Мĕнле пысăк нуша тỹснĕ пулин те, çак çынсем чунпа хуçăлман, хурçă пек çирĕп сывлăхне упраса хăварнă. Вăрăм ĕмĕр, ырă ватлăх сунас килет çак паттăр çынсене.