Чи асли пулсан та - çамрăк
Пăчăрлă Пашьел лесничествин кун-çулĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Историе илес пулсан, çакă паллă: лесничество патшалăх вăрман йĕркелĕвĕн вырăнти органĕ пек 1826 çултах ĕçлеме пуçланă. Ăна сăнавлă майпа йĕркеленĕ. Революциччен вăл вун пĕрмĕш Помаев именийĕнче "Кувайская дача" ятпа шутланса тăнă. 1920 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче вара Пашьел лесничестви йĕркеленнĕ. "Кувай дачин" лаптăкĕ 12147,93 теçеттинпе (13271,6 гектар) танлашнă. Ун çумне уйрăм харпăрлăхри 640 теçеттин (699,2 гектар) вăрмансене хушса панă. Лесничествăн хальхи вăхăтри пĕтĕмĕшле лаптăкĕ _ 12940 гектар, вăл шутран 12536 гектарĕ патшалăх вăрман фончĕн çĕрĕ шутланать. Ку вăрмансенче вăрман йĕркелỹн малтанхи ĕçĕсем 1876 иртнĕ, иккĕмĕш хут _ 1902 çулта. 1877 çултанпа кунта хыр хунавĕсем лартса вăрман йĕркелĕвне искусствăлла майпа ирттерме пуçланă. Малтанхи çулсенче Пашьел лесничестви вăрмана сыхлас тата йывăç хатĕрлесе ăсатас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Укçа-тенкĕ çитсех кайман. Хыр йывăçĕсем ĕлкĕрсе çитнĕ май, 1926 çулта лесничествăра вăрман йĕркелỹ ĕçĕсем анлăн сарăлнă. Лăсăллă йывăçсем пурĕ 63,8 процент шутланнă. Вăрмана сыхлас ĕçшĕн икĕ объездчикпа 15 лесник яваплă пулнă. 9 лесник картунсенче пурăннă. Пушарсене хирĕç кĕрешме, 7 тимĕр кĕреçепе 37 катмаксăр пуçне, нимле техника та пулман. 1925 çулхи майăн 27-31-мĕшĕсенче Чăваш облфинуйрăмĕ ревизи ирттернĕ. 1925 çулта, эксперимент йĕркипе, Шамкай вулăсĕн территорийĕнче Чăваш Республикинчи пĕрремĕш вăрман хуçалăхне йĕркеленĕ. Унта, Шăмăршăпа Эйпеç лесничествисемпе пĕрле, Пашьел лесничестви те кĕнĕ. 1925-1929 çулсем _ Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ йĕркеленнĕ тапхăр. 1929 çулта вăрман отраслĕнче черетлĕ реформа пулса иртнĕ, вăрман хуçалăхне, пĕтĕм пурлăхĕпе, кадрсемпе пĕрле вăрман промышленноçне панă. 1931 çулта Шăмăршă вăрман промхозĕ йĕркеленнĕ. 1936 çулхи октябрьте вăрман хуçалăхĕсемпе лесничествăсене çĕнĕрен туса хунă, Пашьел лесничестви каллех Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн тытăмĕнче шутланма тытăннă. Лесничество вăрмана çĕнетмелли, йывăç касмалли тата ытти плансене кашни çулах ăнăçлă пурнăçласа пынă, 1940 çулта вăл республикăра чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăрмана çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. 1948 çулта, сăмахран, ку тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн П.Емельянов, Ф.Симурзин объездчиксем, С.Кузьминпа В.Веденеев лесниксем СССР Вăрман хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. 1973 çулта Пашьел лесничествин вăрманĕсен пĕр пайне Эйпеç лесничествипе Первомайскинчи вăрман комбинатне панă, 1993 çулта вĕсене каялла тавăрнă. Çак çулта вăл тин йĕркеленнĕ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорине куçнă, паян та лесничество унта шутланса тăрать. Лесничество вăрмана, çут çанталăк пуянлăхĕсене упрас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттерет. Юлашки çулсенче кунта вут-кăвар тухнă, йывăçсене саккунсăр майпа каснă тĕслĕхсем çук тесен те юрать. Лесничество территорийĕнчи вăрманти йывăçсен 47,6 проценчĕ лăсăллисем шутланаççĕ, хурăн _ 19,4, ăвăс _ 19, çăка - 9,8 процентшар. Ытти йышши йывăçсемпе тĕмсем те пур. Вăрманпа унăн пуянлăхне сыхлас тĕлĕшпе лесничествăра хĕрĕхе яхăн çын ĕçлет. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Коллектива тĕрлĕ çулсенче 17 лесничи ертсе пынă, вĕсенчен чи нумай ĕçленисем _ С.К.Кузьмин (20 çул), А.С.Долгов (12), Ю.М.Кртин (11). 85 çула çитрĕ Пăчăрлă Пашьел лесничестви. Апла пулин те, кунта халĕ çамрăксем нумай ĕçленĕрен, вăл яланах çамрăк. Ан ватăл, эппин, тăван коллектив. Хам ятран вара хисеплĕ ветерансене, паян ырми-канми вăй хуракансене юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлас, пархатарлă ĕçшĕн тав тăвас килет.