Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ялти ертỹçĕсене _ конкурспа

Чăваш Республикин Президенчĕн "Яла производство сферине ертсе ыпракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх енчен хушма пулăшу парасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн ял валли пултаруллă кадрсем суйласа илесси малалла пырать. Ял валли кадрсем суйласа илес тĕлĕшпе ĕçлекен Правительство комиссийĕ кăçал сакăр лару ирттернĕ. Çак кунсенче пулса иртнĕ ларура пирĕн районти "Миха" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Г.М.Егорова хатĕрленĕ бизнес-проекта пăхса тухнă. Комисси бизнес-проекта ырланă, Г.М.Егорована ялти производство сферине ертсе пымашкăн сĕнме йышăннă. Пирĕн районти "Колос", "Исток" хуçалăхсене те ĕçе чăннипех йĕркелеме пĕлекен ертỹçĕсем кирлĕ. Конкурсра кам çĕнтерĕ-ши?



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 ноября 2005
00:00
Поделиться