Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Депутат _ хисеплĕ Ят, халăх унран хытă ыйтать

ВЫРĂНТИ хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ шавласа-кĕрлесе иртсе кайнăранпа часах тăватă эрне çитет. Район тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле, халăх суйланă депутатсем те ĕçе кỹлĕнчĕç. Йыш пĕчĕк мар: район Пухăвĕн 17 депутачĕпе ял поселенийĕсен 91 депутачĕ хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнчĕç. Район Пухăвĕн депутачĕсен йышĕнче вун пĕр ертỹçĕ, ял поселенийĕсен депутачĕсен ретĕнче сакăр ертỹçĕ пулнине шута илсен, вăй пĕчĕк мар теме пулать. Шел, район Пухăвĕн депутачĕсем _ пурте арçынсем. Эп ас тăвасса, кунашкал лару-тăру депутатсен йышĕнче пулман. Чăнах та, депутат пулма тăратнă кандидатсем хушшинче хĕрарăмсем те пурччĕ, анчах темшĕн суйлавçăсем арçынсене маларах хунă. Тỹрре кăларĕ-и çак шанăç _ пурăнăпăр, курăпăр. "Халь суйланнă пуçлăхсемпе депутатсен _ калама çук пысăк яваплăх, - терĕ район пуçлăхĕ В.П.Фадеев депутатсем умĕнче сăмах илсе. _ Умра çав тери пысăк ĕçсем тăраççĕ. Уйрăмах ял поселенийĕсем çине йывăр çĕклем тиенет. Вырăнти хăй тытăмлăх никĕсĕсем çинчен калакан çĕнĕ саккун пуçарулăха аталантарма пулăшасса шанатăп". Районта çулсерен çĕнĕлĕхсем, пысăк улшăнусем нумай тунă чухне депутатсем халăхпа куллен тăрăшса ĕçлени кирлĕ. Суйлавччен сăмах панине халĕ ĕçре тỹрре кăлармалла. Ялăн малашлăх шăпи, общество инфраструктури мĕнле аталанасси депутатсен пуçарулăхĕпе пултарулăхĕнчен те нумай килнине асра тытмалла. Бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ çине çеç шанса лармалла мар. Кашни ĕç валли (урама тирпей-илем кỹресси, пĕчĕк кĕпер тăвасси е киввине юсасси, масар картине çĕнетесси тата ытти те) укçа тупса та пĕтереймĕн. Кунта депутатсен пуçарулăхĕ, халăха çĕклеме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни депутат хăйĕн округĕнче çанна тавăрса ĕçлесен, пирĕн ялсем чылай тирпейлĕрех, илемлĕрех, хăтлăрах пулĕччĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн Программисем туллин пурнăçланасси те сиртен нумай килет, депутатсем. Ялсене пăрăхпа ĕçмелли паха шыв илсе килесси, кашни урамрах асфальт çул сарасси, çамрăксене çурт-йĕр лартма пулăшасси тата ĕçпе тивĕçтересси, тивĕçлĕ канури çынсене канлĕ ватлăх туса парасси _ çаксем пурте вăраха тăсмасăр пурнăçа кĕртмелли задачăсем. "Депутат _ халăх тарçи", - теттĕмĕр ĕлĕкрех. Халĕ "тарçă" тесен кỹренеççĕ те пулĕ, анчах депутатсен суйлавçăсен тĕп пулăшаканĕ, чи шанчăклă çынни пулмаллах.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 ноября 2005
00:00
Поделиться