Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Банка шанатăн _ парне

Ноябрĕн 12-мĕшĕ _ Раççей Перекет банкĕ çуралнă кун. Çавна май вăл кашни çулах çак кун хăйĕн вырăнсенчи уйрăмĕсенче перекет банкĕпе нумай çул çыхăну тытакансене тĕрлĕ майсемпе хавхалантарма тăрăшать. Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн хушма офисĕсем хушшинче кăçал çак чыса Шăмăршăсем тивĕçнĕ. Кунти хушма офисри клиентсенчен "чи пысăк стажли" _ Шăмăршăра пурăнакан А.Воронцов ĕç ветеранĕ. Вырăнти перекет кассине (ун чух ăна çапла каланă) Александр Николаевич 1962 çултах пĕрремĕш взнос хывнă пулнă та, çыхăну паян кунчченех тăсăлать. Сăмах май, пенсионер пенсине те кунтанах илсе тăрать. Хăйсен чи ватă клиентне Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ А.Л.Григорьев укçан преми парса чысларĕ. А.Воронцов вара перекет банкĕпе малашне те çыхăну тытма шантарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 ноября 2005
00:00
Поделиться