Ялти хисеплĕ ватăсем халăх сывлăхĕн хуралĕнче
ÇĔР çинче чи хакли - сывлăх. Сывлăхлă çынна пурте ăмсанатпăр, сывлăха укçа парса илме çуккине те лайăх ăнланатпăр. Халăх сывлăхĕн хуралĕнче тăрăшакансене, çынсемшĕн ырми-канми тăрăшакансене - чыс та хисеп. Васан ялĕнче сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрарăм Нина Николаевна Матвеева пурăнать. Кăçалхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче вăл 65 çул тултарчĕ. Нина Николаевнан аса илмелли, çамрăксене каласа памалли питех те нумай. Ашшĕпе амăшĕ - Николай Алексеевичпа Елизавета Семеновна - маттур колхозниксем пулнă, тирпейлĕ пурăннă. Ашшĕне аса илсен, Нина Николаевнан куçĕсем шывланчĕç.
- 1940 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче анне аттене йĕре-йĕре салтака ăсатнă. Атте эпĕ выртакан сăпкана силле-силле куççульне шăлнă. Чĕри ырă мара сиснĕ пулĕ çав. Вăрçă пуçлансан, атте тỹрех фронта çакланнă. Вăл çырусем çырсах тăнă, яланах ман пирки ыйтнă. Юлашки çырăвне окопрах çырнă. Ăна йывăр амантнă хыççăн госпитальте сипленнĕ. 1943 çулта, пĕр хаяр çапăçу вăхăтĕнче, атте ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, - каласа парать Нина Николаевна. Ашшĕ салтака кайнă чух Нина Николаевна çичĕ эрнере çеç пулнă, "атте" тесе каласа кураймасăрах ĕмĕрне ирттернĕ. Аттесĕр ỹснĕ ачасен кун-çулĕ мĕн тери йывăр пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. 1954 çулта Васан шкулĕн 7 класне пĕтерсен, Нина Шăмăршă шкулĕнче вĕренме пуçланă. Алла аттестат илсен, Патăрьелĕнчи медсестрасем хатĕрлекен курса кайса кĕнĕ.
- Пурнăç ытла та хĕсĕкчĕ, - аса илет паян Нина Николаевна. - Эпир тăватă хĕр хваттерте пурăнаттăмăр. Хăш чухне çиме çăкăр та пулман. Крахмал пашалăвĕпе хырăма улталанă. Анне пурпĕрех вĕренме пăрахтармарĕ, пурлă-уклă укçипе пулăшса тăчĕ. "Хĕрĕм, йывăр пулсан та чăт, вĕренсе тухма тăрăш", - тетчĕ. Нина Николаевна ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă - халăх сывлăхĕн хуралĕнче вăй хума тытăннă. Малтанласа палтиелĕнче трахома чирне сиплекен сестра пулса ĕçленĕ. Икĕ çул ĕçлесен, Васан йĕкĕчĕпе - Петр Матвеевпа юратса пĕр çемье çавăрнă. Çапла вара, 1958 çулта Н.Матвеева Васан ялĕнчи фельдшер пунктĕнче ĕçлеме тытăннă. Медпункт пысăках мар йывăç çуртра вырнаçнă пулнă. Н.Г.Чеменева заведующи ял çыннисен сывлăхне сыхлассишĕн ырми-канми тăрăшнă, Нина Николаевна унран вĕренсе пынă. Ĕçлеме çăмăл пулман. Медпункта хутса ăшăтма хăйсемех вăрманта вутă хатĕрленĕ. Ялта чир-чĕрпе асапланакансем те нумай пулнă. Куçа суккăрлатма пултаракан йывăр чирпе - трахомăпа 100 çын ытла нушаланнă. Хĕрлĕ шатра, скарлатина, юнлă варвитти, хаяр ỹслĕк чирĕсем анлă сарăлнă. Медицина ĕçченĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр чĕннĕ çĕре васканă, чирлисене сыватма тăрăшнă.
- Нина Григорьевна Чеменева фельдшерица пиртен çирĕп ыйтатчĕ, кирлĕ сĕнỹсем паратчĕ, - тет Н.Н.Матвеева. - Çирĕп туслăх, куллен халăх хушшинче ăнлантару ĕçне илсе пыни сикекен чирсенчен хăтăлма пулăшрĕ. Трахома чирне çĕнтерсен, Нина Николаевна медсестрара тăрăшнă. Хĕрỹ чĕреллĕ медицина ĕçченне Хисеп грамотисемпе чысланă, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçне часах пăрахман, пуян опытлă сывлăх хуралçине районтисем те ĕçрен ярасшăн пулман. Нина Николаевна хăйĕн мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, мăшăрĕ 12 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Нина Николаевна кỹрши аршисемпе, тăванĕсемпе питĕ килĕштерсе пурăнать. Ялта вăл - чи хисеплĕ çынсенчен пĕри.