Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Право ыйтăвĕсемпе - сочиненисен конкурсĕ

 "Хальхи тĕнчери çынсен прависем" - çак темăпа ирттернĕ районти шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсен пултарулăх конкурсне. Районти комиссие право ыйтăвĕсемпе çырнă чи лайăх 15 ĕç тăратнă. Шăмăршă лицейĕн 11 класĕнче вĕренекен Татьяна Никифорован сочиненине комисси "чи лайăххи" тесе йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти Ольга Петровапа Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен Ольга Кондратьева.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться