Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Петр Фомин - съезд делегачĕ

 Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш Ен регионĕнчи уйрăмĕн IX конференцийĕ пулса иртнĕ. Конференци тĕп ыйтăвĕ - Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне пĕтĕмлетни. Ĕç тухăçĕ пур: районсемпе хуласен, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тата депутатсем пулма халăхăн питĕ пысăк пайĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕсене шаннă. Конференци депутачĕсем парти Уствĕпе çыхăннă предложенисене сỹтсе явнă, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Красноярск хулинче пулса иртекен VI съездне хутшăнма та делегатсем суйланă. Тăватă делегатран пĕри - "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн ертỹçи П.И.Фомин.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться