Ан çĕклетĕр пуçне наркомани
Юлашки 5 çул хушшинче Раççейре наркомансен шучĕ 3,5 хут ỹснĕ. Çул çитменнисене наркодиспансери учетне тăратасси çĕр шывра 25 процент чухлĕ пысăкланнă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн "тỹрлетỹ коэффициентне" тĕпе хурсан, шута илмен наркомансем 10 хут ытларах. Специалист-наркологсен шучĕпе, пĕр наркоман çулталăк хушшинче "шурă вилĕм" сукмакĕ çине 10-15 çынна тăратать.
Наркомани чирĕ пирĕн республикăра та çулран-çул сарăлсах пырать. 1996-2005 çулсенче кăтартусем çапларах пулнă: - наркомансем - 1057 çын; - наркотик наркăмăшĕсемпе усă куракансем - 461 çын; - токсикомансем - 77 çын; - токсикăлла наркăмăшсемпе усă кураканнисем - 247 çын. Çаксенчен ытларах пайĕ - çамрăксем, вĕсен шăпи - пуласлăхсăр. Социаллă цифрăсем - инкекĕн пĕр пайĕ кăна, курăнман енĕ вара чылай анлăрах. Яшсен кантăк евĕр курăнакан тĕссĕр куçĕсемпе çуртсен подъезчĕсенче йăваланса выртакан шприцсем çакна уççăнах çирĕплетеççĕ. Наркоманăн ĕмĕрĕ 25-40 çултан ытла мар. Паянхи кун Шăмăршă районĕнче те 5 çамрăк учетра тăрать. Вĕсем - токсикомансем, токсикăла наркăмăшсемпе усă куракансем. Чир пуç çĕклесрен ашшĕ-амăшĕсемпе учительсен те, милици сотрудникĕсемпе больницăн наркологи кабинечĕн ĕçченĕсен те сыхă тăмалла. Наркомани чирне çийĕнчех тĕп туни, ăна малашне сарăлма паманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксем наркотиксемпе усă курма пуçланине, паллах, чи малтан ашшĕ-амăшĕсем сисме тивĕçлĕ. Вĕренекен хăйне унчченхинчен урăхларах тыткалама пуçланине учительсем те тавçăраççĕ. Наркотиксемпе усă курма пуçланă çынра мĕнлерех улшăнусем пулса иртеççĕ-ха? Унăн куç шăрçисем пысăкланаççĕ е пĕчĕкленеççĕ, куçĕсем шывланарах тăраççĕ, çын çине тимсĕр пăхаççĕ, хусканăвĕсем сỹрĕк, вăхăт-вăхăт сулăна-сулăна каяççĕ, каланине тỹрех тавçăраймаççĕ, час-часах суяççĕ, çынпа хутшăнсах каймаççĕ, ытларах пĕчченлĕхе килĕштереççĕ, ют çынсемпе паллашма тăрăшаççĕ, ашшĕ-амăшĕн укçине вăрлаççĕ. Ача шкулта вĕренет пулсан, ỹрĕк-сỹрĕк вĕренме пуçлать, уроксене сиктерет. Асăннă паллăсем ашшĕ-амăшĕсемпе учительсемшĕн çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли сăлтавсем пулса тăраççĕ. Кун пек чухне тỹрех районти врач-наркологпа çыхăнмалла. Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра, çавăн пекех хамăр районта та, наркомани ыйтăвĕ кунсерен çивĕчленнĕçемĕн çивĕчленсе пырать. Районти пур çамрăка та наркомание хирĕç кĕрешме чĕнсе каласшăн. Енчен те "наркотик" сăмаха тĕл пулсан, çирĕппĕн "çук" тесе хуравлăр.