Çĕнĕлле, ĕçе чунтан юратса
Республикăра, çавăн пекех хамăр районта та вĕрентỹ тытăмне анлăн модернизацилесси пырать. Пурнăç ыйтакан çĕнĕ вĕрентỹ меслечĕсене мĕнле алла илеççĕ-ха ялти шкулсенче? Çакна пĕлес тесе эпир Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта пултăмăр, биологи, хими тата экологи учителĕн Г.Г.ИЗМАЙЛОВАН ĕç опычĕпе паллашрăмăр.
1. БИОЛОГИ УРОКĔ - КОМПЬЮТЕР КАБИНЕТĔНЧЕ Галина Григорьевна асăннă шкулта ачасене вĕрентме тытăннăранпа 25 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл естественнăй тата наука дисциплинисене туллин алла илнĕ, учительпе вĕренекенсем хушшинчи ырă хутшăнусен вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлет, вĕрентỹ ĕçĕнче паха кăтартусем тăвать. Галина Григорьевна хăйĕн ĕçĕнче педагогикăри малта пыракан çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курать. Юлашки çулсенче компьютер технологине алла илес тĕлĕшпе уйрăмах çитĕнỹсем тунă. Чылай чухне биологи урокĕсем компьютер кабинетĕнче иртеççĕ.
- Электронлă пособисем урокри кашни минутпа перекетлĕ усă курма, вĕренекен материала куç умне килсе тăратма май параççĕ, - тет Галина Григорьевна.
- Компьютерпа ĕçлеме вĕренни ачасене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене (ЕГЭ) хатĕрленме те нумай пулăшать. Программăри материала ăнăçлă алла илме пулăшас тĕлĕшпе Г.Г.Измайлова пуян опыт пухнă. Вĕренекенсене анлă явăçтарса, курăнакан пособисем тата валеçсе памалли ĕç материалĕсем хатĕрленĕ. Химипе биологи кабинечĕ, содержанипе эстетика енчен хаклас пулсан, шкулта чи лайăххисенчен пĕри. Галина Григорьевна теорири кăткăс ыйтусене те çăмăл чĕлхепе тата чунтан хавхаланса ăнлантарма пĕлет, наукăри чи çĕнĕ çитĕнỹсем çинчен каланă чух компьютер пулăшăвĕпе анлă усă курать.
2. УЧИТЕЛЬ МУХТАВĔ - УНĂН ВĔРЕНЕКЕНĔСЕНЧЕ
Карапай Шăмăршă шкулĕнче вĕренекенсем биологипе, химипе тата экологипе районта иртекен олимпиадăсенче яланах малтисен шутĕнче. Кăçал, акă, 9 класра вĕренекен Максим Кудряшов химипе, пĕлтĕр Георгий Александровпа Татьяна Васильева биологипе палăрнă. Маларах Татьяна Петькова экологи предметне питĕ лайăх пĕлнине кăтартса панăччĕ. Çамрăк биологсен, химиксен тата экологсен олимипиадăсенчи çитĕнĕвĕсем Г.Г.Измайлован ятне-сумне çĕклеççĕ. Çак çитĕнỹсем хыçĕнче _ учительницăн ырми-канми тăрăшуллăхĕ, вăйлă тата предмета хавхаланса вĕренекен ачасемпе уйрăмшарăн ĕçлени, наукăсене урок тулашĕнче те çине тăрса алла илни.
3. КРОССВОРД, ГЕРБАРИ...
Г.Г.Измайлова вĕренекенсем пултарулăх ĕçĕпе интересленччĕр, хăйсем тĕллĕн шухăшлама хăнăхчĕр тесе нумай тăрăшать. Акă, биологи урокĕсенче ачасене творчество заданийĕсем нумай парать: саккăрмĕшсем "Вĕçен кайăксем" сыпăка вĕреннĕ чух тĕлĕнмелле кроссвордсем хатĕрлеççĕ, улттăмĕшсем "Пăнтăх кăмписем" темăна тишкернĕ вăхăтра пĕчĕк кăмпасем ĕрчетеççĕ, гербарисем пуçтараççĕ. Шкулта вĕçен кайăксем валли кормушкăсем, шăнкăрч вĕллисем ăсталасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Аслă классенче вĕренекенсене наукăпа тĕпчев ĕçне явăçтарнине та палăртмасăр хăварма çук. Вуннăмĕш класра, экологи курсне вĕренме пуçланă чух, ачасем пĕр-пĕр темăпа тĕпчев ĕçĕ тума задани илеççĕ. Çур çул хушши çак темăпа ĕçленĕ хыççăн, реферата класс умĕнче хỹтĕлеççĕ. Вĕренекенсем "Çамрăк химик" кружок занятийĕсене те хавхаланса çỹреççĕ. Учительница лаборатори ĕçĕсем ирттересси çине тимлĕ пăхать. Теори пĕлĕвĕсемпе практикăра анлă усă курни вĕренекенсене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшать. Галина Григорьевна - шкулти чи лайăх класс руководителĕсенчен пĕри. Унăн 11-мĕш класĕ тарăн пĕлỹпе тата воспитани шайĕ пысăк пулнипе палăрса тăрать. "Учителĕ мĕнле - вĕренекенĕсем те çапла", - тесе калас килчĕ пирĕн Г.Г.Измайлован урокĕсенче пулнă хыççăн.