Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пырать, хресчен кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлете

Ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пырать, хресчен кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетет. Ыран, акă, Шăмăршăна уй-хирте тата фермăра малта пыракансене пуçтараççĕ, уяв кĕрекинче чыслаççĕ. Уяв умĕн пирĕн корреспондент район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе строительство управленийĕн начальникĕпе В.Н.НИКИФОРОВПА тĕл пулса калаçнă.

 _ Владимир Николаевич, уява районти ял ĕçченĕсем мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ?

 _ Хуçалăхсенчи ĕçченсемпе, фермерсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн çирĕплетсех калама пултаратăп: уява салху сăнпа кĕтсе илме пирĕн нимĕнле сăлтав та çук. Çанталăк услови-йĕсене пăхмасăр, районти хуçалăхсем тата фермерсем кашни гектартан вăтамран 22,1 центнер тырă, 149 центнер çĕр улми, 163,2 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртрĕç. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ апат хатĕрленĕ. Уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсем савăнтармасăр тăма пултараймаççĕ: "Яблоневка" ЗАО гектартан вăтамран 27,4 центнер, "Искра" СХПК _ 25,1, "Исток" ООО _ 23,5, "Шанс" ООО 23,2 центнер тырă, "Карлинская" Агрофирма" ЗАО 170, "Исток" ООО _ 377, "Восход" СХПК 165 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ, "Искра" СХПК 180 центнер çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ _ пирĕншĕн чи тупăшлă культура. Малашне çак культурăна тата та пысăкрах лаптăксем çинче çитĕнтерме тăрăшасчĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе те лайăх ĕçлекенсем пур. Акă, "Искра" СХПК усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 40 центнер аш, 280 центнер сĕт туса илнĕ. Çак хуçалăхри Г.Г. Багаутдинова доярка кăçал хăйĕн ушкăнĕнчи ĕнесенчен пурĕ 497 центнер сĕт сунă. "Восход" СХПКри А.В.Козлов скотник самăртакан ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 748-шар грамм ỹт хушнă. Çак хуçалăхри Р.П.Тихонова хăй пăхакан ушкăнри тĕп амасенчен вăтамран 17,3 çура илнĕ. Ку кăтартусем _ республикăра та лайăххисен шутĕнче.

_ Фермер хуçалăхĕсен ĕçне мĕнлерех хаклатăр?

_ Вĕсем те хăйсем çĕр хуçи пулнине çирĕплетсе пачĕç. Фермер хуçалăхĕсем кашни гектартан вăтамран 26,3 центнер тырă, 185 центнер çĕр улми, 245 центнер сахăр чĕкĕнтрĕ пуçтарса кĕртнĕ. Тĕштырăсен тухăçĕпе "Канаш", сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессипе "Елена" тата "Александр" фермер хуçалăхĕсем палăрчĕç. "Пасна" фермер хуçалăхĕнчи С.В.Харитоновпа П.В.Можаев, "Карла" фермер хуçалăхĕнчи А.Н.Никоноров, "Пулмантăш" фермер хуçалăхĕнчи Е.П.Лукьянов, "Канаш" фермер хуçалăхĕнчи П.В.Захаров механизаторсен ĕç кăтартăвĕсем савăнтармасăр тăма пултараймаççĕ.

 _ Владимир Николаевич, ял ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсем мĕнлерех?

_ Çĕр ĕçченĕсем ял хуçалăх техникине упрама лартрĕç ĕнтĕ, ку енĕпе "Искра" хуçалăха уйрăмах лайăхпа палăртмалла. Халĕ пур çĕрте те техникăна юсама пуçăнмалла. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене ака стандарчĕн пысăк класĕсене çитересси те _ халĕ тумалли ĕç. Фермăра вăй хуракансен выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарассишĕн тăрăшмалла, продукци илессине чакармалла мар. Паллах, хуçалăхсен ертỹçисен вĕсем валли тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса памалла. Мĕнпур выльăха тĕрĕс-тĕкел упраса хăвармала, мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасен йышне ỹстерессишĕн мерăсем йышăнмалла. Хаçатра вырăн панипе усă курса, районти мĕнпур ял ĕçченне уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей, йывăр та хисеплĕ ĕçре ăнăçусем сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2005
00:00
Поделиться