Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял çынни ĕçлемесĕр лармасть

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç, хресчен тинех лăпкăн канма пултарать темелле. Анчах та Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, "Восход" СХПК тĕп агрономĕ Н.А.Воробьев çакăнпа килĕшесшĕнех мар: ял çынни валли яланах ĕç пур. Хура кĕркунне тăрать пулин те, хресчен паянах çитес çур аки пирки шутлать. Сăмах çине сăмах, кăçалхи ĕçсемпе умра тăракан тĕллевсем пирки калаçсах кайрăмăр.

-         Кăçалхи тухăçпа эпĕ кăмăллах мар, - пытармарĕ Николай Андреевич.

-         Минераллă удобренисемсĕр гектартан 25-30 центнер илейместĕн ĕнтĕ. Çĕре улталама çук, хăйне тăрантарсан çеç пысăк тухăçпа тавăрать. Юлашки çулсенче хирсене кĕркунне сухаласа хăварайманни те тухăç çинче япăхпа палăрчĕ. Çапах та пурте начар темелле мар. Акă, 50 гектар çинче çитĕнтернĕ сахăр чĕкĕнтĕрĕ самаях тупăш кỹрессе кĕтетпĕр. Пылак тымар çимĕçе лайăх çанталăкра пуçтарса кĕртрĕмĕр, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăри завода 650 тонна ытла чĕкĕнтĕр леçрĕмĕр. Тĕштырăсен вăрлăхĕсене те кирлĕ чухлех хатĕрленĕ, кĕркуннех ака кондицине лартрăмăр. Çак кунсенче вăрлăха тепĕр хут сортласа пĕрремĕшпе иккĕмĕш классене çитерме тăрăшăпăр. 400 гектар ытларах лаптăк çинче çĕртме сухи туса хăвартăмăр. Мĕнпур лаптăка сухалама çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕксĕрри май памасть. Çуркунне ĕç калăпăшĕ пысăк пуласси халех паллă.

-         Николай Андреевич, чунтан тăрăшса ĕçлекен çынсене ятран асăнаймăр-ши?

-         Тỹрĕ кăмăлтан тăрăшакан ĕçченсем пирĕн сахал мар. Акă, сахăр чĕкĕнтĕрне пуçтарса кĕртнĕ çĕрте Ю.Юнкеровпа П.Воробьев механизаторсем хастар пулчĕç. В. Кузьминпа В.Исаев водительсем КамАЗ автомашинăсемпе сахăр заводне чĕкĕнтĕр турттарчĕç. Уй-хир ĕçĕсенче В.Буранов, А.Козлов, В.Юманов, В.Козлов, Н.Степанов тата ытти механизаторсем тăрăшуллă пулчĕç. Вырмара СК-5 "Нива" комбайнпа 3500 центнер тырă çапса илсе Н.Краснов мала тухрĕ. А.Юнкеров, В.Зыков, В.Бакланов комбайнерсен ĕçне те ырламалла. Йĕтем çинчи ĕçсене Н.Угасин тирпейлĕ йĕркелесе-ертсе пычĕ. Çавăн пекех бригадăра вăй хуракансене тата шкулта вĕренекенсене те тав сăмахĕ калас килет. Ял хуçалăх техникине тасатса хĕл валли упрама лартнă. Пĕрремĕш бригадăра В.Антонов звени тăватă культиватора юсаса хатĕррисен ретне лартрĕ ĕнтĕ. А.Кулаков сварщик тăрăшуллăхне те палăртса хăвармалла. Иккĕмĕш бригадăра та, Н.Захаров ертсе пынипе, техникăна хĕл валли упрама лартнă. Ял хуçалăхне çĕклес тесен, пирĕн тупăшлă культурăсене - уйрăмах сахăр чĕкĕнтĕрĕпе тулă - нумайрах çитĕнтермелле. Мĕнле пулсан та, минераллă удоренисемпе гербицидсем туянма тăрăшмалла. Паллах, сортсене те çĕнетмелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2005
00:00
Поделиться