Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пурнăç йĕркишĕн библиотека та кĕрешет

Октябрь уйăхĕн тăршшĕпех районта "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пычĕ, çак ятпа культурăпа спорт мероприятийĕсем нумай пулса иртрĕç. Паллă ĕнтĕ, çын сывлăхне эрехпе пирус, наркотиксем калама çук пысăк сиен кỹреççĕ. Районти ача-пăча библиотекинче "Сывлăхлă çын - сывлăхшăн", "Сывлăхна пĕтеретĕн - çĕннине илеймĕн" кĕнеке выставкисен презентацийĕсем, эрех-сăрана тата пирус туртнине хирĕçле калаçусем, кĕнеке тишкерĕвĕсем ирттернĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2005
00:00
Поделиться