Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ
«Ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталану тапхăрĕ çинчен» программăпа килĕшỹллĕн районта "Çурт-йĕр" хушма программăна аталантарма кăçал 14 çемье тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. "Социаллă ипотека кредитованийĕ" программăна ĕçе кĕртсе вара 16 çамрăк çемье 4500 пин тенкĕлĕх ипотека кредичĕ тата 759,1 пин тенкĕлĕх тавăрса памалла мар патшалăх субсидийĕ илнĕ. 16 хваттерлĕ (819 тăваткал метр), 8 хваттерлĕ (345 тăваткал метр) çуртсем туса пĕтернĕ. Халĕ 16 хваттерлĕ çурт купалаççĕ. Паянхи куна "Социаллă çурт-йĕр" программăпа тăвакан çуртăн 181,17 тăваткал метрĕ (95 процент) йышăнма хатĕр те ĕнтĕ. Çыхăну ĕçченĕсем - тĕп хулара Патăрьелĕнчи ЭТУС администрацийĕ тата Шăмăршăри 13-мĕш ЛТЦри профсоюз комитечĕ çыхăну ĕçченĕсен ĕçпе кану условийĕсене лайăхлатас енĕпе сахал мар вăй хураççĕ. Пĕрле çирĕплетнĕ коллективлă договорти пунктсене палăртнă вăхăтра пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче шăмăршăсем ушкăнпа Шупашкарта экскурсире пулчĕç. Тĕп хулари музейĕсемпе паллашрĕç, юлашкинчен телеюрă-шоу концертне курса савăнчĕç.