Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Алексей Гордеев: "Пенсие тухсан Шăмăршăна пурăнма килес кăмăл пур...

Эрне кун, октябрĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăхĕнче тата агропромышленноç комплексĕн тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенче ĕçлекенсен професси уявĕ иртнĕ. Уява Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тата РФ Ял хуçалăх министрĕ А.В.Гордеев хутшăннă, ял ĕçченĕсене чун-чĕререн саламланă. А.В.Гордеев хăйне Чăваш Ен çав тери килĕшни çинчен пĕлтернĕ. "Пенсие тухсан Шăмăршă районне пурăнма килес кăмăл пур, - тенĕ йăл! кулса министр. - Унта çут çанталăк тата рысаксем питех те лайăх". Уявра ĕçре малта пыракансене хаклă парнесемпе чысланă. Çĕнтерỹçĕсен шутĕнче пирĕн Шăмăршă районĕ те пур, ăна укçан преми параççĕ. Ял валли - çĕнĕ ертỹçĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн 2005 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнчи "Яла производство сферинчи ертỹçĕсен кадрĕсемпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх енчен хушма пулăшу парасси çинчен" Указне пурнăçласа, яллă вырăнсенчи производство сферинче ĕçлеме ертỹçĕсен кадрĕсене суйласа илмелли конкурс малалла пырать. Чăваш Республикин Правительствин черетлĕ ларăвĕнче конкурса килнĕ заявленисене пăхса тухнă. Çав шутра пирĕн районти "Миха" хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Г.М.Егоровапа В.А.Федотов заявленийĕсене те тишкернĕ. Комисси асăннă кандидатсене конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнтарма йышăннă, ун чухне вĕсен хуçалăха çывăх пилĕк çулта аталантарма туса хатĕрленĕ бизнес-проектсене хỹтĕлемелле пулать. Аса илтерме: комисси маларах "Пасна" фермер хуçалăхĕн (А.И.Сатеев) бизнес-проектне ырласа йышăннăччĕ. Çавăн пекех "Колос" Агрофирма" ЗАОпа "Исток" ОООна аталантарас тĕлĕшпе те бизнес-проектсем хатĕрлеççĕ. "Колосăн" çĕр лаптăкĕ 698, "Истокăн" 994 гектар шутланать, иккĕшĕ те çĕр ĕç продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2005
00:00
Поделиться