Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тата тепĕр доктор

Пирĕн районти Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ биологи наукисен кандидачĕ Г.А.Ларионов чылайранпа Чăваш ял хуçалăх академийĕнче ĕçлет, студентсене биологи вĕрентет. Çак кунсенче района савăнăçлă хыпар çитрĕ: Геннадий Анатольевич Мускавра, биологипе санитари наука тĕпчев институтĕнче диссертацине ăнăçлă хỹтĕлесе биологи наукисен докторĕ пулса тăнă. Саламлатпăр Сире, хисеплĕ ентешĕмĕр!



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 октября 2005
00:00
Поделиться