"Тăван район аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшма сăмах паратăп"
СУЙЛАВСЕМ иртсе кайрĕç, халăх шанса суйланă çынсен паян çанăсене тавăрса ĕçе пуçăнмалла. Тĕрĕссипе, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев халиччен те канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ, çакна районти кашни вунă суйлавçăран тăххăрăшĕ (90,57 процент) хăйсен сассине уншăн пани те яр уççăн çирĕплетет. Кун пек пысăк шанăçа тивĕçнĕ район пуçлăхĕ республикăра урăх çук. Суйлав хыççăн çĕнĕрен ĕçе пуçăннă май, тунти кун район администрацийĕнчи ларусен залĕнче чаплă пуху пулса иртрĕ, унта район Пухăвĕпе ял поселенийĕсен депутачĕсем, хисеплĕ ветерансем, пур шайри ертỹçĕсем те хутшăнчĕç. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ чун-чĕрене хумхантарса янăрарĕç. Чăн малтан сăмах илсе, территорири суйлав комиссийĕн председателĕ С.Д.Воронцова вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ районта çỹллĕ шайра иртни çинчен пĕлтерчĕ. Суйлавçăсен питĕ пысăк пайĕ района малалла та В.П.Фадеев ертсе пытăр тесе сасăланă. С.Д.Воронцова хыççăн çĕнĕрен суйланнă район пуçлăхне В.П.Фадеева сăмах параççĕ. Валерий Петрович районти мĕнпур суйлавçăсене суйлавра пысăк хастарлăх кăтартнăшăн, политикăлла тĕрĕс утăм тунăшăн чĕререн тав турĕ. Чи хумхануллă самант _ район пуçлăхĕ халăх умĕнче тупа туни. "Эпĕ, - терĕ Валерий Петрович, _ Шăмăршă район пуçлăхĕн вырăнне йышăннă май Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Конституцийĕсене çирĕп пăхăнса пурăнма, тăван район халăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшма, граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме, район малалла чечекленсе илемлентĕр тесе вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме тупа тăватăп". Валерий Петрович тепĕр 5 çул района ертсе пыма пуçлассине чунтан ырласа, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен ятĕнчен Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ И.А.Журавлев сăмах каларĕ. "Вунă-вун пилĕк çул каялла Шăмăршă районĕ республикăра нимĕнпе те палăрман пулсан, паян пире Мускав таран пĕлеççĕ, - терĕ И.А.Журавлев. _ Шăмăршă районĕ общество инфраструктурин аталанăвĕпе республикăра чăн лайăххисен шутĕнче. Район тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе малти вырăнсене тивĕçлĕ пулчĕ. Çак çитĕнỹсем район ертỹçипе В.П.Фадеевпа уйрăлми çыхăннă". Район пуçлăхĕн вырăнне йышăнни çинчен çирĕплетекен постановление алă пуснă хыççăн, В.П.Фадеев паянхи тата умра тăракан задачăсене палăртса сăмах каларĕ. Уйрăммăн илсен, Валерий Петрович кашни ялах ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси, кашни урамах асфальт сарасси, кĕперсем тăвасси, ял хуçалăхне çĕклесси чăн малтанхи задачăсем тесе палăртрĕ. Районта сывлăха сыхлас ĕçпе халăха вĕрентес ĕçре реформа тăвассине хăвăртлатмалла, Шăмăршă тăрăхĕ республикăри чи илемлĕ район пултăр тесе пур шайри ертỹçĕсен те, депутатсен те чунтан тăрăшса ĕçлемелле. Район пуçлăхĕ пулма суйланнă ятпа, В.П.Фадеева Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсен ертỹçисем, министерствăсене ертсе пыракансем, ĕç коллективĕсем телеграммăсемпе саламланă, çирĕп сывлăх, телей суннă. Çак телеграммăсен пĕр пайĕ паянхи номерте пичетленет. Вăй патăр Сире, Валерий Петрович, районăн йывăр лавне малалла та ăнăçлă туртса пымашкăн!