"Шкул маншăн тăван кил пекех, вĕренекенсем _ тăван ачасем..."
Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, вăтăр тăватă çул хушши Васанти вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Р.Г.Смаева тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун пĕрле ĕçлекенсем Роза Георгиевнана чаплă лару-тăрура чысларĕç. Хисеплĕ учительница ячĕ- пе ăшă сăмахсем нумай пулчĕç, пурте юри мухтас тесе мар, чăннипе те чунтан калаçрĕç. "Хаклă Роза Георгиевна, Эсир районти чăваш чĕлхи учителĕсемшĕн чи ырă тĕслĕх пулса тăратăр", - терĕ Палтие- лĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен З.И.Свеклова. Зинаида Ивановна хăйĕн аслă юлташне халалланă сăввине вуласа пачĕ. Роза Георгиевна _ район хаçачĕн çывăх тусĕ те. Вăл çырнă очерксемпе тĕрленчĕксене район çыннисем юратса вулаççĕ. Çакна палăртрĕç те ĕнтĕ хăйсен саламлă сăмахĕсенче Чăваш Наци конгресĕн членĕ И.М.Саландаев тата "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат корреспонденчĕ, Роза Георгиевнан вĕренекенĕ пулнă В.Н.Михайлов. Чун-чĕререн хумханнă Р.Г.Смаева савăнăçпа тунсăх куççулĕ витĕр çапла каларĕ: "Шкул маншăн тăван кил пекех пулнă, вĕренекенсем _ тăван ачасем пекех. Пурнăçăм шкултах иртрĕ, телейĕме те юратнă ĕçрех тупрăм". Учитель мухтавĕ унăн вĕренекенĕсенче. Роза Георгиевна вĕрентсе кăларнă Л.Куцая Чăваш телевиденийĕнче, Н.Морозов "Республика" хаçатра вăй хураççĕ. Чăваш чĕлхипе литература учителĕсем те чылай. Ăçта кăна ĕçлесен те, унăн вĕренекенĕсем юратнă учительне манмаççĕ, яла килсен тĕл пулмасăр каймаççĕ.