Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Эпĕ телейлĕ çын..."

Чăваш спортсменĕсен кăтартăвĕсем, çăмăл атлетсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Акă, кăçал, нарăсăн 13-мĕшĕнче, Итали çĕршывĕнче иртнĕ марафон ăмăртăвĕнче Сильвия Скворцова çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, 42 километр та 195 метра 2 сехет те 45 минутра чупса тухса 10200 хĕрарăм хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Паллă спортсменка эпĕ пĕлỹ пухнă Пуянкасси шкулĕнче вĕреннĕ. Сильвия Скворцова (Шемеева) кỹршĕллĕ Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Куршанкă Шăхаль ялĕнче 1974 çулта çуралнă. Пĕчĕкĕллех йăрă хĕр ача пулса ỹснĕ. _ Сильвия Петровна, ача чухне спортсменка пулас шухăш пулнă-и? _ Спортсмен пулас тесе шутламан. Манпа пĕрле шкулта вĕреннисем астăваççĕ пулĕ: эпĕ юрлама юрататтăмччĕ. Манăн юрăç пулас килетчĕ, мĕнле-тĕр музыка инструменчĕпе калама вĕренес ĕмĕт пулнă. _ Спортпа мĕнле майпа туслашрăр? _ Вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра спорт пирки шутламан. Физкультура урокĕсене В. П. Бондареев ирттеретчĕ. Питĕ çирĕп ыйтакан учитель пулнăран, эпир пур нормативсене те пурнăçлама тăрăшаттăмăр. Районта иртекен ăмăртусене хутшăннă. Ун чухне виçĕ дистанцире çĕнтерсе парнесем илме тивĕçрĕм. Манран ытларах атте хĕпĕртенине ас тăватăп. Малти вырăна йышăннисене республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнтарчĕç. (Эпĕ ун чухне 5 класра вĕреннĕ). Çĕнĕ Шупашкарти манежра чупрăмăр. Виççĕмĕш вăхăт кăтартрăм. Çакăнта асăрханă мана Валентин Николаевич Довалов тренер. 6 класс пĕтерсен Шупашкарти Олимп резервĕсене хатĕрлекен шкула чĕнсе илчĕç. _ Вĕренме йывăр пулмарĕ-и? _ Ун пеккине ас тумастăп. Маншăн тренировка та вăйă пек туйăнатчĕ, вăхăт иртнĕçемĕн çыннăн характерĕ те ылмашăнать. Манпа пĕр тренер, В.А. Довалов, ылмашăнмасăр вунсакăр çул ĕçлет. _ Паллă ĕнтĕ, Сильвия Петровна, тренировкăсенче тар тăкмасăр çитĕнỹсем тăваймастăн. Вăйпа пĕрле чăтăмлăх кирлĕ теççĕ. Эсир хăвăр пысăк спортра пултаруллă ытти марафонецсемпе тупăшма пултарасса хăçан туйса илтĕр? _ Марафон пĕрремĕш хут 2000 çулта чупма пуçларăм. Вара вăл манăн юратнă дисциплина пулса тăчĕ. Çав çулхине Тĕнче чемпионатĕнче бронза призер пулса тăтăм. Çавăн чухне хама çак вăрăм çула ытти вăйлă спортсменкăсемпе пĕрле чупма пултарнине туйрăм. Малтанхи çитĕнỹсем 1990 çулта пуçланчĕç. Тула хулинче СССР кубокĕшĕн пыракан кĕрешỹре 4 çухрăма кросс чупса пĕрремĕш ылтăн медаль çĕнсе илтĕм. Çак çултах (16 çулхи хĕр ача) Японире тепĕр ылтăн çакрăм кăкăр çине. Çитĕнсе пынă май, дистанци те вăрăмлансах пырать. 1993 çулта Европа чемпионатĕнче 10 çухрăма чупса иккĕмĕш вырăна тухрăм. 2001 çулта Америкăра 5000 метрлă дистанцие малтан вĕçлерĕм. Балтимор хулинче 2002 çулта иртнĕ ăмăртура çак дистанцирех çĕнтертĕм. Хутшăннă ăмăртусене веçех асăнса та пĕтереес çук. Юлашки çулсенче ăçта кăна чупман: 2001 _ марафон (Сан-Диего) _ ылтăн диск; 2002 _ марафон (Брюссель) _ 1 вырăн; 2003 _ 10 çухрăм (Флорида) _ 1 вырăн; 2004 _ çурмамарафон, Раççей кубокĕ (Ижевск) _ 1 вырăн.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 октября 2005
00:00
Поделиться