Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çемье арканни _ чун ыратăвĕ, куççуль...

Çак кунсенче пирĕн корреспондент районти ЗАГС уйрăмĕн ертỹçипе Е.Федоровапа курса калаçнă, çемьепе çыхăннă хăшпĕр ыйтусене хускатнă. _ Елена Николаевна, çемьере ача çурални пуриншĕн те телей, пысăк савăнăç, теççĕ. _ Юрату "çимĕçĕ" _ пепке _ кама ан савăнтартăр? Пĕрремĕш ача çут тĕнчене килни уйрăмах ĕмĕрлĕхе асра юлать. Кăçалхи тăхăр уйăхра районта 130 пепке çуралнă (пĕлтĕр _ 110), вĕсенчен çитмĕлĕшĕ _ хĕр пĕрчисем, утмăлăшĕ _ ар- çын ачасем. Йĕкĕрешсем вара _ виççĕн. _ Çакă та интереслĕ: ачасем хăш ялсенче ытларах çуралаççĕ? _ Тĕп-тĕрĕс кăтартусем илсе кăтартма пултаратăп: Шăмăршăра _ 47, Палтиелпе Пуянкассинче _ 13-шер, Кивĕ Чукалта _ 12, Патирекре _ 10. Ытти ялсенче вара _ вуншар ачаран сахалрах. Çав вăхăтрах Пăчăрлă Пашьелĕнче пурĕ те... пĕр пепке çеç хăй çут тĕнчене килнине пĕлтерсе сасă панă... _ Елена Николаевна, ашшĕ-амăшĕсем ачасем валли мĕнле ятсем суйласа илеççĕ? _ Ĕлĕкхи ятсем таврăнни савăнтарать. Малашне районта Тимофейсем, Степансем, Егорсем, Анфисăсем, Ульянăсем, Агрипинăсем ытларах пулĕç. Арçын ачасенчен нумайăшне Кирилл, хĕр ачасене Анастасия ятсем параççĕ. _Мендельсон маршĕ тăтăшах янăрать-и тата? _ Çулталăк пуçланнăранпа 64 çамрăк çемье йĕркеленнĕ. _ Мăшăрсем уйрăлассине илес пулсан? _ Пăшăрхантаракан, чуна ыраттаракан пулăм тенĕ пулăттăм çакна. Кăçал кăна 27 çемьене çыхса тăнă çип татăлчĕ. Çамрăк çемьесем çеç мар, вуншар çул çемье лавне пĕрле туртнисем те уйрăлаççĕ. Ивановсем, акă, 26 çултан пĕр-пĕриншĕн ытлашши пулса тăнă. Сидоровсен çемье вучахĕ вара пурĕ те çулталăк çеç йăлкăшнă. Кам айăплă, сăлтавĕсем мĕнре? Уйрăлăва нумайăшĕсем пĕр-пĕрне ăнланса çитерейменнипе, ултавпа, ĕçкĕпе иртĕхнине тата укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăнтараççĕ. Ача-пăча пурри те тытса чараймасть вĕсене. Çемьесене сыхласа хăварассишĕн хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр эпир, калаçусем ирттеретпĕр. Ачасен мĕншĕн-ха ашшĕсĕр е амăшĕсĕр ỹсмелле? Ăнлантару ĕçĕн усси куç кĕретех: чĕрĕк ĕмĕр тата 19 çул пĕрле пурăннă мăшăрсем юлашкинчен хăйсен шухăшĕсене улăштарчĕç _ уйăрма ыйтса панă заявленисене каялла илсе çемьесене сыхласа хăварчĕç. _ Никам та икĕ ĕмĕр пурăнмасть, теççĕ. Елена Николаевна, вилекенсем районта йышлă-и? _ Шел пулин те, çулталăк пуçланнăранпа 210 çын пурнăçран уйрăлнине регистрациленĕ. Ку тĕлĕшпе статистика çапларах: арçынсем _ 111, хĕрарăмсем _ 98, çулталăка çитмен ача _ 1. Çынсем вилесси Шăмăршăра пысăк _ 51. Пăчăрлă Пашьелĕнче 24, Вырăс Чукалĕнче 24, Палтиелĕнче 20, Карапай Шăмăршăра 17 çын пурнăçне текех каялла тавăраймăн... _ Мендельсон маршĕ янраман, регистрацисем пулман кунсенче те ЗАГСра ĕç чарăнса лармасть ĕнтĕ... _ Паллах. Ытти кунсенче те ĕçсем тупăнсах тăраççĕ. Çынсем пирĕн пата пенси, пособи ыйтăвĕсемпе те килсех тăраççĕ. Çавăн пекех, опекăпа попечительство органĕсен, судпа прокуратура ыйтăвĕсене те тивĕçтерме тăрăшатпăр. Кăçал кăна пин ытла документ хатĕрлесе патăмăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 октября 2005
00:00
Поделиться