Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИККĔМĔШ АМĂШĔ ВЫРĂНĔЧЕХ

Ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанмалла, вĕсен тавра курăмĕ анлă пулмалла. Шăпах çак принципсене тĕпе хурса ĕçлет Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕ Г. Петькова. Саккăрмĕш-вуннăмĕш классенче географипе тăван ен культурине вĕрентет Галина Николаевна. Унăн урокĕсем яланах çỹллĕ шайра, интереслĕ иртеççĕ. Ачасемпе тахçаннах пĕр чĕлхе тупнă учитель, вĕренекенсемшĕн те вăл иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех. Уроксенче программăри темăсене тарăннăн вĕрентнипе пĕрлех Г.Петькова методикăпа кăтарту пособийĕсемпе те анлăн усă курать, тăтăшах кăсăклă мероприятисемпе калаçусем йĕркелет. Вăл хатĕрленĕ стендсем те _ шкулта чи лайăххисем тата пуяннисем. Тăван халăхăмăрăн культурин аталанăвĕ тĕрлĕ енлĕ, ырă традицисемпе пуян. Учитель пулăшнипе ачасем вĕсене тарăннăн тишкереççĕ. Вĕренекенсене фольклор та интереслентерет. Çакăнпа çыхăнтарса йĕркелекен мероприятисем яланах çỹллĕ шайра иртеççĕ, нумайлăха асра юлаççĕ. Сакăрмĕш çул ĕçлет шкулта Г.Петькова. Çак вăхăтра вăл хăй опытлă педагог пулнине лайăх кăтартса пачĕ. Галина Николаевна _ "Çултулăк учителĕ _ 2003" конкурс участникĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2005
00:00
Поделиться