Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Библиотека тусĕ

Паянхи кун тĕлне районти тĕп библиотекăра 2600 вулакан шутланса тăрать. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем пур _ кашниех хăйне кирлĕ литература ыйтать. Кĕнекесен фондне те чухăн теме çук. Тĕслĕхлĕ библиотека пулнă май, вулакансене Интернет урлă та пулăшатпăр, пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшатпăр. Чăваш писателĕсен В. Петровăн, Д.Гордеевăн, И. Вутланăн, М.Трубинан кĕнекисем çĕнĕрен пичетленсе тухни те вулакансене савăнтарать. Г.Максимовăн "Сталин грамоти" кĕнекипе кăсăкланакансем те нумай. Юлашки çулсенче тĕрлĕрен хаçат-журнал çырăнма та майсем тупатпăр. Библиотекăра вĕсен тĕрлĕ çулсенчи подшивкисем тирпейлĕн упранаççĕ. Библиотекăна çỹрекенсем, чăн-чăн кĕнеке тусĕсем кашни ялтах пур. Акă, сăмахран, Асанкассинче пурăнакан Ф. Богдановах илер. Ялти библиотекăна нумай пулăшать вăл. "Литературная газета" хаçата çырăнса илекен районти пĕртен-пĕр подписчик вăл. Фома Константинович ăна хăй кăна вуланипе çеç çырлахмасть, ыттисем те унпа паллашчăр тесе, кашни номерех библиотекăна кỹрсе парать. Çакăнпа пĕрлех, вăл нумай-нумай кивĕ, çĕтĕлнĕ кĕнекене юсаса-çĕнетсе панă. Унăн хăйĕн килĕнчи библиотеки те пуян. Сăмах май, Ф.Богданов пахча çимĕçсемпе интересленет, çак темăпа çырнă литературăна тарăннăн тишкерет. Юлашки çулсенче Фома Константинович Митлайдер меслечĕпе çĕнĕ сортлă çĕр улми çитĕнтерет. Ку ĕçре ăна библиотека та пулăшу панине палăртса хăварма кăмăллă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2005
00:00
Поделиться