Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юратаççĕ ăна ачасем

Профессие тĕрĕс суйласа илнисем, юратнă ĕçре чылай çул хушши ăнăçлă вăй хуракансем _ телейлĕ çынсем. Вĕсенчен пĕри _ Шăмăршăри вăтам шкулти акăлчан чĕлхин преподавателĕ Т.В.Архипова. Вăл шкулта ĕçлеме пуçлани 20 çул çитет ĕнтĕ. _ Шăмăршă вăтам шкулĕнче пире акăлчан чĕлхипе Римма Александровна Архипова вĕрентетчĕ, - аса илет Татьяна Витальевна. _ Хăйне яланах сăпайлă тытаканскер, унăн урокĕсем питĕ килĕшетчĕç. Эпĕ ун пекех учительница пулма ĕмĕтленеттĕм. Ачалăхри ĕмĕте пурнăçа кĕртсе, 1981 çулта Таня, вăтам шкула "4" тата "5" паллăсемпе пĕтернĕскер, Шупашкарти пединститутăн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ. 5 çултан, института ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, учитель биографине Васанти вăтам шкулта пуçланă Татьяна Витальевна. Йывăр та сумлă ĕçе пысăк хавхаланупа пуçăннă вăл. 1989 çултанпа вара пĕр улшăнми Шăмăршăри вăтам шкулта тăрăшать Татьяна Витальевна. Унăн урокĕсем яланах тивĕçлĕ методика шайĕнче, ачасемшĕн интереслĕ иртеççĕ. Çавна май вĕренекенсем акăлчан чĕлхин занятийĕсенче тимлĕ лараççĕ. Предметри çĕнĕлĕхсене, методикăри ырă пулăмсене хăйĕн практикăлла ĕçне кĕртме тăрăшать Т.В.Архипова. Программăпа палăртнă заданисене пурнăçланисĕр пуçне, ачасем уроксенче ансат пуç ватмăшсем хатĕрлесе, тупсăмне шыраççĕ, фонетика хăнăхăвĕсем илес тĕллевпе магнитофонпа тектсем итлеççĕ, кĕске калавсем вуласа сỹтсе яваççĕ, тĕрлĕ çĕршывсем тăрăх "экскурсире" çỹреççĕ, викторинăра вăй виçеççĕ. Тĕрлĕ енлĕ заданисем акăлчан чĕлхине тарăнрах вĕренме, пĕлĕве çирĕплетм,е калаçу хăнăхăвне илме, хăюсăр ачасен активлăхне ỹстерме май параççĕ. Кунсăр пуçне патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче пулма пултаракан упражненисен варианчĕсене тĕплĕн пăхса тухаççĕ. Вĕренỹре кирлĕ пек ĕлкĕрсе пырайман ачасемпе уроксем хыççăн хушма занятисем ирттерме те ỹркенсе тăмасть Татьяна Витальевна. Çак йĕркесен авторĕ шкула пырсан вăл арçын ачасен ушкăнĕпе ĕçлетчĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса туса пырать пултаруллă учительница. Çакăншăн ăна ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, коллективра та хисеплеççĕ. Хальхи вăхăтра Т.В.Архипова 5 "А" класс руководителĕн тивĕçне те пурнăçлать, вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Ырă кăмăллă, ăшă чунлă учительница шкулти обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнать, коллектив командин йышĕнче баскетболла, волейболла ăста вылять. Хăйсен юратнă вĕрентекенĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса, Любовь Захарова, Екатерина Измукова, Наталья Абрамова тата ытти хăш-пĕр выпускниксем ют чĕлхесен учителĕсем пулса тăнă. Анастасия Цухлопа Максим Татрских çак профессие алла илеççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Татьяна Витальевнăна икĕ хутчен Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕ те ăна темиçе хутчен Хисеп грамотипе чысланă. Архиповсем 2 хĕр ỹстереççĕ. Ольга Ульяновск облаçĕнче технологи колледжĕнче пĕлỹ пухать. Лена вара 7-мĕш класра вĕренет. Вĕренỹре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер, вăл амăшĕ пекех учительница пулма ĕмĕтленет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 октября 2005
00:00
Поделиться