МĔНЛЕ ПУРĂНАТĂН, ФЕРМЕР?
Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Пасна" фермер хуçалăхĕ юлашки çулсенче экономика кăтартăвĕсене лайăхлатсах пырать. Пирĕн корреспондент А.И.САТЕЕВ фермерпа тĕл пулса калаçнă. _ Уй-хир ĕçĕсем ăнăçлă вĕçленчĕç, кỹршĕри "Агродор" хуçалăха та комбайнсене парса пулăшрăм, -тенĕ А.И.Сатеев. _ Тулăпа урпа та, сĕлĕ те начар мар тухăç пачĕç. Вăрлăхсене кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ, тырă сутмалăх та пур. Пĕр ангар _ 130 тонна _ паха утă упранать. Çак кунсенче тракторсем кĕрхи çĕртме сухи тунă çĕрте ĕçлеççĕ. _ Александр Иванович, Сирĕн витесем пур, малашне выльăх-чĕрлĕх усрама шутламастăр-и? _ Выльăх кирлех. Укçа-тенкĕ тупса, çывăх вăхăтра 50 пуçран кая мар вăкăр туянасшăн. Аш-какай хакĕ пĕчĕк мар, тупăшне те курма пулĕ. Паçăрах каларăм ĕнтĕ, выльăх апачĕ нумай хатĕрленĕ. _ Тĕш тырă культурисенчен хăшĕсене ытларах акасшăн? _ Кĕр тыррисене 250 гектар акса хăвартăмăр. Виктор Шаталкин механизатор хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçларĕ. Кĕр тыррисем чуна савăнтарса пĕр тикĕс шăтса тухрĕç. Килес çул 15 гектартан кая мар çĕр улми çитĕнтерме шутлатăп. Вăрлăх çителĕклĕ, сорчĕсем çĕнĕ. Малашне çĕр лаптăкне те ỹстерсе пырасшăн, 2010 çул тĕлне 1300 гектара çитересшĕн. _ Техника паркĕ пуян-и? _ Халлĕхе 3 "Беларусь", 1 ДТ-75, 1 Т-150 тракторсем, 2 СК-5 "Нива" комбайн, груз турттармалли автомашинăпа бензовоз пур. кăкарса ĕçлемелли техника та юсавлă. Çитес çулсенче çĕнĕ техника туянмаллах. Çавăн пекех сортсене çĕнетес, минераллă удобренисемпе тата гербицидсемпе анлăрах усă курас ыйтусем те кун йĕркинчех тăраççĕ. Эпĕ тăван ялăмра тарăн тымар ярас ĕмĕтлĕ çын. Ял çыннисем валли ĕç пултăрччĕ тетĕп, юхăнса кайнă витесене çĕнетсе выльăх-чĕрлĕх усрама пуçласшăн. Колхоз пĕтнипе ял пĕтмелле мар, шанăç _ фермер хуçалăхĕсенче.