Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хисеп те чыс, халăх шанăçĕ

Ылтăн кĕркуннен ытарма çук илемлĕ кунĕнче эпир Учительсен уявне паллă тăватпăр. Пирĕн корреспондент уяв умĕн район администрацийĕн халăха вĕрентес ĕç, çамрăксен политики, спорт тата культура управленийĕн начальникĕн çумĕпе Г.П.БАБОЧКИНПА тĕл пулса калаçнă. _ Геннадий Пантелеевич, Сирĕншĕн уявра та ĕç кунĕ пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Районти шкулсенчи 300 ытла учитель те паян доска умĕнче. Калăр-ха, хăвăрăн професси уявне мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕр? _ Учителĕн нихăçан та япăх кăмăллă пулма юрамасть, тепĕр чух чун ыратать пулсан та урокра ăшшăн калаçмалла. Ачасенчен нимĕн те пытараймастăн, вĕсене ăнланма, пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Кăçалхи уяв пирки калас пулсан, учительсен пăшăрханмалли сăлтав çук. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин халăха вĕрентес ĕçре вăй хуракансен ĕç укçине ỹстерме шантарни те кăмăла çĕклет. Район администрацийĕ те шкулсен пурлăхпа техника базине тĕреклетессишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тăвать. Акă, кăçалхи çу кунĕсенче районти 5 шкулпа 3 ача сачĕн котельнăйĕсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтасси çине куçарнă, икĕ шкулăн çемçе çивиттийĕсене цинкланă тимĕрпе улăштарнă. Вĕрентỹ системине çĕнетсе урăхлатас тата аталантарас тĕлĕшпе Пĕтĕм тĕнчери банк пуçланă реформăсен проекчĕпе килĕшỹллĕн, базăллă 3 шкулта _ Шăмăршă, Палтиел, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсенче _ кабинетсене тĕпрен юсанă, 3 миллион тенкĕ ытлалăх сĕтел-пукан тата компьютер оборудованийĕ туяннă. Федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн, юлашки 5 çул хушшинче районти шкулсене 121 компьютер уйăрса пачĕç. Республикăра кашни 34 вĕренекене пĕр компьютер тивет пулсан, пирĕн районта çак цифра 21-пе танлашать. Районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 18 учреждени ĕçлет, 2493 вĕренекен шутланать. Вăтамран илсен, классенче 17-шер ача, кашни учителе 7-шер ача тивет. Вĕренекенсене тарăн пĕлỹ пама пур условисем те çителĕклĕ. _ Ку тĕлĕшпе кăтартусем еплерех-ши? _ Иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсем çапларах: 2651 вĕренекене (98,4 проц.) малаллахи классене куçарнă, 826 вĕренекен (31 проц.) пĕлĕвне "4" тата "5" паллăсемпе кăна хакланă. 284 каччăпа хĕр вăтам пĕлỹ илсе тухрĕç пулсан, 8-ĕшне ылтăн, 16-ĕшне кĕмĕл медальсемпе наградăланă. Пирĕн 119 выпускник аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ, çав шутра 98-ĕшĕ _ бюджет никĕсĕ çинче. Шăмăршă районĕнчи шкулсенче вĕренекенсем республикăри олимпиадăсенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. _ Геннадий Пантелеевич, хăйсен ĕçĕсене чунтан тăрăшса туса пыракансене ятран асăнаймăр-ши? _ Эпĕ япăх педагогсене пĕлместĕп, пурте тенĕ пекех учителĕн хисеплĕ ятне çỹлте тытма тăрăшаççĕ. Районти шкулсенче паян "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ята тивĕçнĕ 10 çын вăй хурать. Вĕсем çаксем: Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти химипе биологи учителĕ Р.У.Ракипов, математика учителĕ Р.М.Садеева, вырăс чĕлхипе литература учителĕ Е.В.Удочкина, физкультура учителĕ Н.А.Куприянов, ют чĕлхесен учителĕ Е.А.Тихонова, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти пуçламăш классен учителĕ С.Н.Захарова, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти физика учителĕ В.С.Филиппов, Патирекри тĕп шкулти химипе биологи учителĕ С.С.Хамдеева, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти математика учителĕ Г.А.Петрова, Чукалти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти вырăс чĕлхипе литератури учителĕ Л.А.Синякова. 28 учителе "Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен хисеплĕ ĕçченĕ" ят панă. Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçнисем те пур. Ĕмĕр тăршшĕпех çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ĕçленĕ хисеплĕ ветерансене те эпĕ хамăрăн уяв ячĕпе чĕререн саламласшăн. Эсир _ халăх хисеплекен çынсем, Сирĕн ырă ĕçĕр ял-йыш асĕнче. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп эпĕ Сире, паянхи тата темиçе çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 октября 2005
00:00
Поделиться