"Юратса чунтан пĕр-пĕрне, сисмерĕмĕр те 75-е çитнине"
Валентинпа Лидия Шикинсем: "Ĕмĕре ирттересси хир урлă каçасси мар", _ тенĕ ваттисем. Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан Лидия Вячеславовнапа Валентин Григорьевич Шикинсем вара йăл! кулса çапла каларĕç: "Пĕр-пĕрне юратсан, килĕштерсе пурăнсан ĕмĕр иртни те сисĕнмест. Акă, эпир пĕрлешнĕренпе часах 55 çул çитет, туй лашин пĕкки çинчи йĕс шăнкăрав сасси вара халĕ те асра". 1. "АЧАЛĂХĂМĂР ИКСĔМĔРĔН ТЕ ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕНЧЕ ИРТРĔ" Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем пирки ыйтсан, Валентин Григорьевичпа Лидия Вячеславовна ассăн сывласа илчĕç. _ Вăрçă вăхăтĕнче выляса-кулса та юлаймарăмăр, _ терĕ Валентин Григорьевич. _ Ун чух кама çăмăл пулнă-ши? Пĕчĕккĕллех лаша, унтан вăкăр кỹлме вĕреннĕ, çĕр сухаланă, акнă, тырă вырнă. Шухăшласа пăхăр-ха халĕ: паянхи вун иккĕри-вун виççĕри ачасем вăрманти патвар йывăçсене алă пăчкипе касма пултарайĕç-и? Эпир вара каснă, лашапа турттарнă, Тăван çĕршыв фашистсене хăвăртрах çĕнтертĕрччĕ тесе вăй-хала шеллемен. _ Хир енчисене те çăмăл пулман, _ калаçăва хутшăнчĕ Валентин Григорьевичăн мăшăрĕ _ Лидия Вячеславовна. _ Вуннăрах алла çурла тытма тиврĕ, вун виççĕре авăн çапнă, тырă сăвăрнă, лаша кỹлсе колхозри пур ĕçе те хутшăннă. Шикинсемпе калаçса ларатăп та, вĕсен кун-çулĕ пĕрешкел килнине чунпа туятăп. Иккĕшне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн медальпе чысланă. Иккĕшĕ те _ ял-йышра хисеплĕ çынсем. 2. КОЛХОЗНИК, САЛТАК, ПРЕДСЕДАТЕЛЬ Валентин Григорьевич Шикин Пăчăрлă Пашьелĕнче, вăтам пурăнакан хресчен çемйинче çуралнă. Григорий Петровичпа Агреппина Ильинична _ Валентинăн ашшĕпе амăшĕ _ икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Тăваттăшне те ĕçе юратма, пус çумне пус хушсан тенкĕ пулнине вĕрентме тăрăшнă. _ Тете _ Алексей _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хучĕ, _ терĕ Валентин Григорьевич. _ Унăн сăнарĕ паян кун та асрах: ырă сăн-питлĕ, патвар хул-çурăмлă арçынччĕ. Елнапа Саня аппасем вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та асап нушана питĕ нумай курчĕç, вĕсен çулĕнчисем пурте чыс-хисепе тивĕç. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче 7 класс пĕтерсен, Валентин ялти "Красная Нива" колхозра çитĕннисемпех танах ĕçлеме пуçăннă. 1946 çулта яла Улатăр районĕнчи Хăвай вырăсĕсем килнĕ, Шикинсенчен инçех те мар хваттере вырнаçнă. Вĕсем 22 лаша вăйлĕ, нефтьпа е краççынпа ĕçлекен двигателе хута яма пулăшнă. Çак вырăссенчен Валентин та техникăпа ĕçлеме вĕреннĕ, хăй тĕллĕнех двигатель вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Валентин Шикин машинист двигателе ĕçлеттерсе колхоз тыррине молотилкăпа çапнă, арман авăртнă, газогенераторнăй тракторсем валли циркуляр пăчкипе шакмак каснă. 1952-1955 çулсем _ Хĕрлĕ Çарти служба вăхăчĕ. В.Шикин тăван ялне кăкăр тулли значоксемпе, аслă сержант пакунĕсемпе таврăннă. Унăн кăкăрне 1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн илме тивĕçнĕ медаль те илемлетнĕ. Салтакран таврăнсан, В.Шикин каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлỹ илнĕ. 1955 çулта ăна ял çыннисем колхоз председателĕн çумĕ пулма шаннă. Тепĕр икĕ çултан вăл ял Совет председателĕн йывăр лавне туртма пуçланă. Хăйне лайăх енчен çеç кăтартакан хастар çынна районтисем те малалла вĕрентесшĕн пулнă, Шупашкарти партипе совет шкулне кĕме çул панă. Анчах Валентин Григорьевича нумай вĕренме пỹрмен: хĕллехи каникула яла таврăнсанах ăна колхозниксен тĕп пухăвĕнче председатель пулма суйласа лартнă. Çак йывăр та канăçсăр ĕçре вăл 1974 çулчченех вăй хунă. Пĕр вăхăтра ĕçленĕ малта пыракан колхозсен председателĕсене _ В.Кошкина, З.Сейфутдинова, А.Вершинина, П.Петькова Валентин Григорьевич ырăпа кăна аса илет. _ Эпĕ председатель тилхепине йышăннă чух колхоз вуçех юхăнса çитнĕччĕ, _ тет Валентин Григорьевич. _ Вите тăрринчи кивĕ улăма илсе ĕнесене çитертĕмĕр. Вăрлăхлăх тырра та аяккине салатса пĕтернĕччĕ. Районтан пулăшнипе, çур акине йĕркеллех ирттерсе ятăмăр. Малалли çулсенче вара колхозниксен хастарлăхне ỹстерни йывăрлăхсене çитерсе пыма пулăшрĕ. Ĕçленĕшĕн тивĕçлипе хавхалантарассишĕн тăрăшнă. В.Г.Шикин председательте ĕçленĕ çулсенче колхозра çĕнĕ витесем тунă, техника туяннă, Никишино патĕнче чул кăларса çул сарнă... Валентин Григорьевич пуçарнипе 20 гектар ытла вăрман тăрăхĕсем, 4 гектар сад лартнине те манмаççĕ-ха ялти ватăсем. Ял пĕвинче пулă, колхоз ферминче кроликсем ĕрчетнине, хăмла пахчисем лартнине те ас тăваççĕ. Икĕ пилорама, районта чăн малтан шур çăнăх арманĕ хута кайнă. 1965 çулта колхозра сăвакан ĕнесен йышне 350 пуçа, мăйракаллă шултра выльăхсен шутне вара 1300 пуçа çитернĕ. 3 пин пуç ытла сысна усранă. Лашасен йышĕ те икĕ ялĕпе 300 пуç ытла пулнă. Валентин Григорьевич колхозри халăх контролерĕсен ушкăнне те чылай çул ертсе пынă, тỹрĕ кăмăллă пулнипе халăх хисепне тивĕç пулнă. 3. "ПАШЬЕЛНЕ ÇАП-ÇАМРĂКЛАХ КИЛТĔМ ТЕ, ĔМĔРЛĔХЕХ ЮЛТĂМ" Çулĕсем чылай пулин те, çамрăк чухнехи илемне çухатман-ха Лидия Вячеславовна. Çăмăл шăм-шаклăскер, кил хушшинче вăр-вар çỹрет, кашни ĕçех илемлĕ те килĕшỹллĕ тăвать. _ Эпĕ Анат Чаткасра çуралса ỹснĕ, _ терĕ Лидия Вячеслвовна. _ Юнкеровсен çемйинчен. Ялти шкул хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухрăм. Учитель дипломне илсен Пăчăрлă Пашьелне ĕçлеме ячĕç те, паян та кунтах пурăнатăп. Çак ялтах юратнă çыннăма тупрăм, ачасене çуратса ỹстертĕмĕр, ĕмĕр вĕçне те кунтах кĕтсе илĕпĕр. Лидия Вячеславовнăна хастар ĕçшĕн теçетке ытла Хисеп грамотипе чысланă. Ун вĕренекенĕсем хушшинче кам кăна çук-ши: тухтăр та, инженер та, агроном та, учитель те, уй-хир ĕçченĕ те. Юбилей ячĕпе саламлама ăна ялти шкул ачисем çав тери пысăк чечек çыххипе килнĕ. Ватă учительшĕн кунран пысăкрах чыс урăх пур-ши? 42 çул хушши учительте ĕçлесе халăхра ырă ят хăварнă çынна чун-чĕререн тав тăвас килет. 4. АЧАСЕМ, МĂНУКСЕМ... Тăватă хĕр çуратса ỹстернĕ Шикинсем, пурне те пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Асли _ Нина _ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, халĕ "Элара" НПОра инженер-конструктор пулса ĕçлет. Ун хыççăнхисем _ Иринăпа Антонина _ фармацевт профессине суйласа илнĕ, çак ĕçе Ульяновск облаçĕнче чунтан тăрăшса пурнăçлаççĕ. Римма _ амăшĕ пекех педагог, Ульяновск облаçĕнчи пĕр шкулта физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет. Шикинсен 8 мăнук, мăнукĕсен 1 ачи çитĕнет. Аслăрах мăнукĕсем пурте аслă шкулсенче вĕренеççĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче кукашшĕпе кукамăшĕ патне хăнана килеççĕ. Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕн илемлĕ вырăнĕсем вĕсене илĕртеççĕ, апла пулсан, Шикинсен тĕп вырăнĕ пушанса юлмĕ-ха. Аслисен тивĕçлĕ воспитанийĕ çамрăксене те тăван яла юратма вĕрентĕ. Çак кунсенче Лидия Вячеславовнăпа Валентин Григорьевич çуралнăранпа 75 çул çитнине паллă турĕç. Юбилей ячĕпе эпир вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.