Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХĔСМЕТШĔН, МИРЛĔ ĔÇШĔН _ МЕДАЛЬСЕМ

Шăмăршăри Комсомольски тăкăрлăкĕнче пурăнакан вăрçăпа ĕç ветеранĕ Н.И.Ларионов, 80 çулхи каçалăк урлă каçнăскер, ытти нумай-нумай ватăсем пекех, пурнăçра хурапа шурра сахал мар курнă. Чи йывăр тапхăр, паллах, фронтра пулнă. _ Аслă Отечественнăй вăрçă вутне эпир çемьерен виççĕн кĕтĕмĕр, - каласа парать Николай Иосифович. _ Атте фронтран таврăнаймарĕ. Иван тете, кавалерист пулнăскер, киле тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса çитрĕ. Хам пирки калас пулсан, эпĕ салатак шинельне 1942 çулхи декабрьте тăхăнтăм. 3 уйăх связиста вĕреннĕ хыççăн, 1943 çулхи апрельте, пирĕн ротăна Сталинград таврашне ячĕç. Фашистсенчен ирĕке кăларнă Дубовка хулинче эпир кабельлĕ çыхăну йĕркелерĕмĕр. Кабельсене 30 - 40 çухрăмри çапăçакан çарсем еннелле те тăсаттăмăр. Хура свастикăллă самолетсем бомбăсем пăрахса, пысăк чăрмав кỹрсе тăратчĕç. Пирĕн ротăра вилнисем те, аманнисем те пулчĕç. Телее, мана осколкăсем çăмăл сурансем кăна кỹчĕç. Япони пирĕн çĕршыв çине Инçет Хĕвелтухăçĕнчен тапăнса кĕрес хăрушлăх пысăк пулнă май, 1944 çулхи февральте Ларионов хĕрлĕ армеец службăра тăракан çыхăну ротине Белоруссирен аякри Благовещенск хулине куçарнă. _ 1945 çулхи августра пире ир-ирех тревогăпа тăратрĕç те Амур юхан шывĕ урлă каçса Китай территорине кĕме приказ пачĕç, - аса илет фронтовик. _ Эпир часах Япони çарĕсемпе çапăçма пуçларăмăр. Çак тытăçусем питĕ хаяр пулчĕç. Пире, связистсене, час-часах вут-çулăм витĕр чупма, татăлнă телефон кабелĕсене сыпма тиврĕ. Пирĕн çарсем темиçе кун малалла каяймасăр тăчĕç _ самурайсем çĕр айĕнче оборона сооруженийĕсем туса пĕтернĕ-мĕн. Пирĕн самолетсем вĕсене йывăр бомбăсемпе стройран кăларсан Хĕрлĕ Çар çĕнĕрен наступление куçрĕ. Япони çарĕсем капитуляци тунине пысăк савăнăçпа кĕтсе илтĕмĕр, Çĕнтерỹ тостне тĕппипе пушатрăмăр. Кăкăрне "Германие çĕнтернĕшĕн", "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе илемлетнĕ Николай Ларионов рядовой 1945 çулхи ноябрьте хăй малтан ĕçленĕ Приморски крайĕнчи Артем хулине таврăннă, почта служащийĕнчех вăй хума пуçланă. Заочнăй майпа çыхăну техникумне пĕтернĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хăймалу ялĕнче çуралса ỹснĕскер Н.И.Ларионов 1950 çулта Шăмăршăна пурăнма куçнă. Кунта вăл çыхăну кантурĕн начальникĕн заместителĕнче тăрăшнă. Радио-телефон юписем çĕрĕшсен, вĕсем патне лашапа çĕнĕ юпасем турттарса кайни, патăрьелĕнчен Шăмăршăна лашапа почта турттарса килни, аякри ялсене хаçат-журналсемпе çыру-посылкăсене лавсемпе салатни пирки Николай Иосифович питĕ интереслĕ каласа пачĕ. 1959 çултанпа Н.И.Ларионов Шăмăршăри çăмăл самолетсем йышăнакан аэродромра ĕçленĕ. У-2 самолет Шупашкартан куллен почта кỹрсе килнине, Шăмăршă пассажирĕсем АН-2 самолетпа республикăн тĕп хулине вĕçнине кăмăллăн аса илчĕ ветеран. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче, "Çĕрпỹ-Сызрань" трасса уçăлнă хыççăн Шăмăршăна самолетсем вĕçме пăрахсан, Н.И.Ларионов СМУра энергетикра тата мастерта вăй хунă. 1983 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Мирлĕ пурнăçри тăрăшулăхшăн "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе, Анна Афанасьевнăпа, 3 хĕрпе 2 ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăнуксем _ вĕсем çиччĕн _ ватăсене пысăк савăнăç кỹреççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнче Николай Иосифович 82 çул тултарчĕ. Вăрçăпа ĕç ветеранне çуралнă кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2005
00:00
Поделиться