ХĂЙСЕНЕ ПĔР ÇЕМЬЕРИ ПЕК ТУЯÇÇĔ
Кивĕ Шăмăршăри Ветерансен çурчĕ хăйĕн тирпейлĕхĕпе тулашĕнченех илĕртрĕ. Пỹртре _ тап-таса, пурте хăй вырăнĕнче. Эпĕ килнĕ вăхăтра ватă хĕрарăмсенчен пĕрисем малти пỹлĕмре пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларатчĕç, теприсем чăлха-нуски çыхатчĕç, виççĕмĕшсем тĕслĕ телевизорпа хăйсем килĕштерекен передачăна пăхатчĕç. Ĕç ветеранĕсем _ вĕсем пурĕ çиччĕн _ хăйсене пĕр çемьери пек туйни, пĕртăвансем евĕр килĕштерсе пурăнни тỹрех сисĕнчĕ. Ватăсемпе калаçу пуçарнă май, вĕсене кĕскен хăйсем çинчен каласа пама ыйтрăм. Вера Николаевна Ямукова (Кивĕ Шăмăршăран): _ Эпĕ кунта чи асли _ 1920 çулта çуралнă. Ветерансен çуртĕнче 5 çул пурăнатăп. Эпĕ çемье çавăрман, ача-пăча çуратман. Пенсие тухиччен ахаль колхозницăра, фермăра ĕçленĕ, уйрăм çынсем патĕнче нянькăра тăрăшнă. Дарья Ивановна Старая (Васантан): _ Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ, халĕ эпĕ 82ре. Эпĕ те качча тухман, ача çуратман. Чылай çул хушши "Гвардеец" совхоз ферминче сыснасем пăхрăм. Елизавета Трофимовна Ямукова (Кивĕ Шăмăршăран): _ Эпĕ те çемьеллĕ пулма шутламан, ача-пăча çук. Халĕ 82ре пыратăп. Хăй вăхăтĕнче Мускав тата Свердловск облаçĕсенче торф кăларнă çĕре хутшăнтăм, каярахпа Шăмăршăри кирпĕч заводĕнче 20 çул ытла тар тăкрăм. Анна Ксенофонтовна Кузнецова (Кахăрлă Шăхалĕнчен): _ Эпĕ 79та пыратăп. Мăшăрăм çĕре кĕнĕ. Ачасем çуратман. Пенсие тухичченех тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Анастасия Григорьевна Соколова (Васантан): _ Килес çул хамăн юбилее _ çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă тăватăп. Мăшăрăм вилнĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕм качча тухса кỹршĕллĕ ялта тĕпленнĕ. Хамăр совхозри сурăх ферминче чылай çул тăрăшрăм. Анна Андреевна Сорокина (Ярăславран): _ Эпĕ 1928 çулта çуралнă. Мăшăрăм пурнăçран уйрăлнă. Ачасем çук. "Гвардеец" совхоз ферминче пăрусем самăртнă, уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Раиса Федоровна Львова (Ярăславран): _ Мана кунта чи çамрăкраххи теме пулать _ 70 тултарнă. Пенсие тухичченех Тюмень облаçĕнче кладовщикра вăй хутăм. Тивĕçлĕ канăва кайсан упăшкапа иксĕмĕр Чăваш Енех таврăнтăмăр. Шел, вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Çемьере ача-пăча пулман. Куратпăр ĕнтĕ, хĕрарăмсем ватлăха пурте пĕччен кĕтсе илнĕ. Сывлăхĕсем самаях хавшасан вĕсем Ветерансен çуртне пурăнма килнĕ, кунта хăйсен хỹтлĕхне тупнă. _ Хамăрпа тимлĕ пулнăшăн, кирлĕ пек пăхса пурăннăшăн эпир Галина Николаевна Никитина заведующие тата социаллă работницăна _ Елена Михайловна Юманована район хаçачĕ урлă чĕререн тав тăватпăр, - терĕç пенсионеркăсем. _ Вĕсем пире кунне виçĕ хутчен тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ, кашни 10 кунта мунча хутса кĕртеççĕ, вырăн таврашĕсене, кĕпе-тумтире çуса параççĕ, çуртри пỹлĕмсене тасалăхра тытаççĕ тата ытти ĕçсем тăваççĕ. Çуртра _ ăшă та тирпейлĕ, ăна çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Хĕрарăмсем тĕслĕ телевизорпа тĕрлĕ передачăсем пăхаççĕ, кунта килсе тăракан "Шăмăршă хыпарне" те кăсăкланса вулаççĕ. Хĕрарăмсем терт лĕ вăрçă çулĕсенче мĕнлерех ĕçленине аса илеççĕ, кайранхи пурнăçа куç умне кăлараççĕ. Ватăсен аса илмелли, паллах, сахал мар. Кунсăр пуçне вĕсем хăйсен çамрăклăх тапхăрĕнчи юрăсене те шăрантараççĕ. Ялтах, Ветерансен çуртĕнчен аякрах мар çĕнĕ чиркỹ уçăлни ватăсене питĕ савăнтарать. Унти кĕлĕсене çỹресе вĕсем чун-чĕре канăçлăхне тата Турă сăваплăхне илеççĕ.