Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрман хуçалăхĕн музейĕн Ылтăн кĕнекинчен

1925 çул, сентябрĕн 7-мĕшĕ _ Шамкай вăрман хуçалăхне йĕркеленĕ кун. 1926 çул, майăн 25-мĕшĕ _ ЧАССР Наркомземăн постановленийĕпе Шамкай вăрман хуçалăхне "Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ" ят панă. 1929 çул, октябрĕн 1-мĕшĕ. Шăмăршă вăрман хуçалăхне ыттисемпе пĕрле пĕтернĕ тата çĕнĕрен йĕркеленĕ Улатăр вăрманпромхозĕн аллине панă. 1931 çул, августăн 2-мĕшĕ. Улатăрти ЛПХран уйăрса Шăмăршă вăрманпромхозĕ туса хунă. Вăрмансен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 63497 гектар шутланă. 1973 çул, апрелĕн 6-мĕшĕ. РСФСР Вăрман хуçалăхĕн министерствин приказĕпе Чукал лесничествине туса хунă. 1976 çул, июлĕн 16-мĕшĕ. ЧАССР Вăрман хуçалăх минитсерствин приказĕпе Шăмăршă лесничествинчи 134-мĕш кварталта 27 гектар çинче базислă питомник йĕркеленĕ. 1977 çул, декабрь, 22. Пĕтĕм Раççейри социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнчи пушарпа хими станцине укçан виççĕмĕш преми панă. 1980 çул, майăн 20-мĕшĕ. 1979 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕн коллективне ЧАССР Вăрман хуçалăх министерстви III степень Дипломĕпе наградăланă. 1981 çул, июнĕн 11-мĕшĕ. РСФСР Вăрман хуçалăх министерствин коллегийĕн тата Лесбумдревпром профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн постановленийĕпе ĕçри çитĕнỹсемшĕн Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхне Хисеп грамотипе тата укçан 2 пин тенкĕ преми, "Урал" мотоцикл парса хавхалантарнă. 1984 çул, июнь, 13. Вăрман хуçалăхĕнче республикăра тата Вăтам Атăл тăрăхĕнче пĕрремĕш Вăрман музейĕ уçăлнă. 1994 çул, апрелĕн 27-мĕшĕ. 1993 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх вăрман питомникне "Пысăк культурăллă вăрман питомникĕ" хисеплĕ ят панă. 1997 çул. Вăрман хуçалăхĕнче компьютерсем вырнаçтарма тытăннă. 2001 çул, мартăн 22-мĕшĕ. Чăваш Республикинчи Çут çанталăк ресурсĕсен комитечĕн приказĕпе Шăмăршă лесничествин тата В.Н.Максимов мастера çĕнтерỹçĕ тесе йышăннă. 2003 çул, сентябрĕн 9-мĕшĕ. Раççей Федерацийĕнчи Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин приказĕпе нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн вăрман хуçалăхĕн директорне В.А.Петькова тав тунă. 2004 çул, мартăн 30-мĕшĕ. Ĕçлеме лайăх условисем туса панăшăн, ĕçлеве сыхлас тĕлĕшпе пысăк ỹсĕмсем тунăшăн тата смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн Шăмăршă вăрман хуçалăхне Раççей Федерацийĕнчи Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви Хисеп грамотипе тата 20 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă. 2005 çул, мартăн 29-мĕшĕ. Чăваш Республикинчи вăрман хуçалăх Агентствин приказĕпе экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Палтиел лесничествине, виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн Р.А.Азмуков лесника Дипломпа наградăланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2005
00:00
Поделиться