Вăрман хуçалăхĕ _ паян
Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 26 124 гектар йышăнать. Çав шутра 59,8 проценчĕ _ хыр йывăççи. Хурăн лаптăкĕ те пĕчĕк мар _ 18,3 процент. Юлашки вунă çул хушшинче вăрман хуçалăхĕнче хыр лаптăкĕ 965 гектар, чăрăш лаптăкĕ - 470, лиственница лаптăкĕ 16 гектар ỹсрĕ. Лартнă вăрмансен вăтам çулĕ 38 çулпа танлашать. Вăрманти йывăç запасĕ 3,6 миллион кубла метр, çав шутра лăсăллă йывăçсен _ 2,5 миллион, çемçе çулçăллă йывăçсен _ 1 миллион, хытă çулçăллă йывăçсен запасĕ 16,7 пин кубла метр шутланать. Çулталăкра йывăç запасĕ 86 пин кубла метр е гектар пуçне 3,75 кубла метр ỹсет, çак кăтарту рсепубликăри вăтам шайран чылай пысăкрах. Статья пуçламăшĕнче асăнтăм ĕнтĕ: пирĕн вăрмансем йывăçпа кăна мар, кăмпа-çырлапа та, усăллă ỹсен тăрансемпе те пуян. 1993 çулхи вăрман йĕркелĕвĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх, Шăмăршă вăрманĕнче çулленех 884 центнертан кая мар улма-çырла, 23 центнер кăмпа, 1,4 центнер эмел курăкĕ хатĕрлеме май пур. Пирĕн тĕп задача _ каснă вăрмансем вырăнне çĕнĕрен хаклă йывăçсем лартса чĕртесси тата вĕсене куç шăрçине упранă пек упрасси. Юлашки 10 çул хушшинче кăна промышленноç технологийĕпе усă курса 250 гектар вăрман культурисем лартнă. Ку вăл лартнă мĕнпур вăрманăн 20 процентне яхăн пулать. Вăрман хуçалăхĕ çул хĕррисене тата кану вырăнĕсен йĕри-тавра йывăçсемпе тĕмсем лартса илемлетес тĕлĕшпе те паха опыт пухнă. Çакăншăн пире Раççей Федерацийĕн Вăрман хуçалăх министерстви те тав тунăччĕ. Эпир йывăç вăрлăхĕсене туса илмелли база та туса хутăмăр, 18 гектар çинче хыр тата 5,9 гектар çинче чăрăш çитĕнтеретпĕр. 8,9 гектар лаптăкран пуçтарнă вăрлăхсене 2000 çулта хамăрăн питомникра акса хăвартăмăр. Питомник _ пирĕн хăйне евĕрлĕ "ача сачĕ", вăрман хуçалăхĕн мухтавĕ. Ăна 1976 çулта йĕркеленĕ. Федераллă вăрман службин аттестаци комиссийĕ ăна пĕрре кăна мар "Пысăк культурăллă питомник" хисеплĕ ят панă. Çулленех питомникра 2 миллион штука яхăн лайăх пахалăхлă хырпа чăрăш хунавĕсене çитĕнтеретпĕр. Çавăн пекех ялсене илемлетме тата хире хỹтĕлемелли вăрман тăрăхĕсем лартма хурăн, пилеш, акаци, спирея, туя тата ытти йывăçсемпе тĕмсем те акса ỹстеретпĕр. Питомникра тухăçлă ĕçлеме машинăсемпе механизмсем çителĕклĕ. Кунти ĕçченсем ырă сăмаха тивĕç. Вăрман хуçалăхĕ Шăмăршă, Палтиел тата Чукал лесничествисене пĕрлештерет. Виçĕ лесничествăра та пушарпа хими станцийĕсем йĕркеленĕ. Пушар сỹнтерекен автомашинăсем, тракторсем, мотопомпăсем, инвентарьсем çителĕклĕ. Тимĕртен тунă 3 сăнав вышки вырнаçтарнă, лесничествăсемпе тата картунсемпе радиоçыхăну шанчăклă. Пушар тухас хăрушлăх пысăк тапхăрта вăхăтлăха тата 16 сторожа ĕçе илетпĕр. Çут çанталăка упранипе пĕрлех, эпир хушма промшыленноç производствипе те ĕçлетпĕр, хамăр цехра йывăçран халăха кирлĕ таварсем туса кăларатпăр. Коллективра ĕçлекенсен питĕ пысăк пайĕ _ тỹрĕ кăмăллă, вăрмана юратакан çынсем. Паянхи уявра вĕсене тивĕçлипе чыслатпăр. Эпир вăрманçăсен ĕç династийĕсемпе те мухтанма пултаратпăр. Вăрман хуçалăхĕнче физкультурăпа спорт яланах хисепре пулнă. Юлашки çулсенче вара лаша спорчĕ вăй илчĕ. Пирĕн рысаксене Мускав, Хусан, Чĕмпĕр, Чулхула ипподромĕсенче те аван пĕлеççĕ. Карнавал рысак вара Мускаври тĕп ипподромра "Дерби" номинацире çĕнтерỹçĕ пулчĕ, Хусанти ипподромра та хула мэрĕн призне çĕнсе илме пултарчĕ. Вăрман хуçалăхĕнчи реформăсем кăткăс ыйтусем кăларса тăратаççĕ пулин те, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн хастар коллективĕ йывăрлăхсене парăнмасăр, мал ĕмĕтпе ĕçлесе пурăнать. Хаçатра вырăн панипе усă курса эпĕ тăван коллектива тата пирĕн хисеплĕ ветерансене хамăрăн юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Сăвăç каланă пек: "Ỹс, кашла, хăватлан, халăха савăнтар, Чăваш Ен мухтавĕ _ Шăмăршă вăрманĕ!"