Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăван çĕршывшăн тăшманпа çапăçса вилнисем _ ĕмĕрех пирĕн чĕрере

Кăçал эпир пирĕн çĕршыв 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине чаплăн уявларăмăр. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем те нумай тăрăшнă, вăрçă хирĕсенче чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. И.Г.Салимзянов завхоз, И.Д.Коновалов аслă лесничи, М.А.Кузнецов, П.С.Степанов, П.К.Дмитриев, З.Мезитов, К.Антонов, И.К.Васильев, М.Кузнецов, В.Ф.Давыдов, Н.Н.Федоров, Борисов, М.Н.Тарасов лесниксем, Р.Н.Амосов мастер, В.Ф.Урнев лесничи, Н.И. Давыдов конюх, лесничи помощникĕ Е.К.Кириллов, В.Е.Мосейкин объездчик, лесничи помощникĕ Ф.П.Музыкантов вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вăрçă çулĕсенче вăрман хуçалăхĕнче хастар ĕçленĕшĕн, фронта ырми-канми пулăшнăшăн В.А.Андреев директора, С.Арсланов тикĕт юхтаракана, Г.Асеинов, Г.Г.Борисов, Н.А.Варламов, В.Н.Веденеев, П.А.Гаврилов, В.Х.Земдиханов, К.И.Ильмухин, С.Кафизов, П.Д.Кокшин, И.И.Лунин, М.С.Лунин, А.П.Машина, К.С.Мурзеев, М.Д.Никифоров, М.А.Петров, Н.Д.Савельев, Н.Тридворнова, И. Трифонов, А.Ф.Чамеев лесниксене, А.М.Ахмеров бухгалтера, С.Ахмеров кăмрăк çунтаракана, К.С.Ахмеров, А.И.Игнатьева, И.Н.Осипова, Д.В.Скрипачева рабочисене, П.В.Баскаков, И.Н.Ежов, И.К.Иванов, А.В.Яковлева бухгалтерсене, С.П.Бибиков, П.М.Зотов, Д.Г.Кольцов, Н.А.Нестеров, Ф.С.Симурзин объездчиксене, А.В.Волкова специалиста, З.Замалдинов сăмала юхтаракана, утильцех заведующине И.Т.Колесникова, В.И.Терентьева аслă лесничие, лесничи помощникне П.Я.Толмачева Тăван çĕршыв медальпе хисеп тунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2005
00:00
Поделиться