Республикăри чăн малтанхи вăрман хуçалăхĕ _ сакăрвуннăра
ТĂВАН районшăн кăна мар, пĕтĕм Чăваш Республикишĕн паллă кун çитрĕ _ Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ 80 çул тултарчĕ. Вăрманăн пирĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки никама та каласа ăнлантарма кирлĕ мар ĕнтĕ: йывăçне те парать, кăмпи-çырлипе те, мăйăрĕ-йĕкелĕпе те, утăпа та савăнтарать, сиплĕ пылĕпе те этеме усă кỹрет. Вăрмана ученăйсем "çĕр ỹпки" тесе те питĕ тĕрĕс калаççĕ. Кунти сывлăш таса та уçă, вăрман çĕр çинчи сывлăша кислородпа пуянлатса тăрать. Вăрман вăл строительство материалĕпе хутса ăшăтмалли вутă кăна мар, чун-чĕрене сиплекен те. Кашни çыннăн хăйĕн йывăççи. Йывăр самантра ыталаса илсен вăл сана пулăшатех, кăмăл хуçăлни те иртсе каять. Çитес ăру пирĕн ĕçе вăрмана мĕнле упраса хăварнă тăрăх хаклĕ. Çавăнпа та хамăр лартнă йывăçсене ача вырăнне хурса упраса ỹстермелле. Утăмласа тухар-ха Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн вăрăм кун-çулĕн сукмакĕпе, аса илер-ха унăн чи паллă саманчĕсене. 1. Истори страницисене уçсан... Раççейĕн хысна вăрманĕсенче лесничествăсем 1826 çулта йĕркелеме пуçланă. Вăрман хуçалăхне ертсе пымалли çак форма Октябрьти революци хыççăн та упранса юлнă. 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче лесничествăсене вăрман промышленноçĕн аллине панă, вăрманпромхозсем йĕркеленĕ. Вăрманçăсем йывăçсене ытлашши касни мĕн патне илсе çитерме пултарнине лайăх ăнланнă, çавăнпа та çут çанталăк пуянлăхне упракан çĕнĕ тытăм йĕркелеме кирлине палăртнă. 1925 çулхи майăн 25-30-мĕшĕсенче ЧАССР вăрман специалисчĕсемпе инспекторĕсен канашлăвĕ пулса иртнĕ, унта сăнав йĕркипе республикăра икĕ вăрман хуçалăхĕ туса хума йышăннă. Çак йышăну текстне эпĕ вырăслах илсе кăтартасшăн: "Считая замену существующих лесничеств лесхозами в условиях постановки лесного хозяйства ЧАССР, реформой еще недостаточно разработанной и должной доказать свою жизненность на опыте, съезд относится к этой реформе критически и полагает в виде опыта организовать лишь один лесхоз в составе учхозов: Шемуршинского, Баишевского и Айбесинского". Тĕрлĕ сăлтавсене пула, вăрман хуçалăхне йĕркелесси вăраха тăсăлнă. 1925 çулхи сентябрьте кăна ЧАССР Наркомземĕн вăрман управленийĕн вăрман техникĕсен канашĕ Шăмăршă, Пашьел, Эйпеç лесничествисенчен Шамкай вăрман хуçалăхне туса хума, канцелярине вара Шăмăршă ялĕнче вырнаçтарма хушнă. Вăрман хуçалăхĕн заведующийĕ (хальхилле _ директор) пулма Наркомзем Николай Лукич Ошмарина çирĕплетнĕ. Штатра пурĕ 9 çын пулнă. Тăхăр уйăхран _ 1926 çулхи майăн 25-мĕшĕнче _ Шамкай вăрман хуçалăхне "Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ" ят панă. Вăрман хуçалăхне ертсе пынă çынсем историре паллă йĕр хăварнă. Вĕсене йĕркипе асăнса тухар-ха: 1925 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 1927 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен _ Николай Лукич Ошмарин. 1927 çулхи майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен _ Александр Васильевич Уруков. 1936 çултан пуçласа 1937 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕччен _ Петр Иванович Абакумов. 1937 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1939 çулхи июлĕн 3-мĕшĕччен _ Григорий Павлович Павлов. 1939 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи июлĕн 3-мĕшĕччен _ Александр Григорьевич Григорьев. 1942 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи майăн 18-мĕшĕччен _ Александр Яковлевич Сивкин. 1944 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 1946 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕччен _ Василий Андреевич Андреев. 1946 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 1950 çулхи июнĕн 15-мĕшĕччен _ Ион Иванович Белов. 1950 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1955 çулхи февралĕн 23-мĕшĕччен _ Александр Леонтьевич Чернов. 1955 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 1963 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕччен _ Зинон Трофимович Трофимов. 1963 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1976 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен _ Алексей Тихонович Степанов. 1977 çулхи январĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 1986 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕччен _ Петр Тихонович Тихонов. 1986 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1992 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕччен _ Анатолий Ильич Абужаров. 1992 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа Шăмăршă вăрман хуçалăхне эпĕ ертсе пыратăп. Директорсем пирки каланă май, вĕсен "сылтăм аллисене" _ тĕп (аслă) лесничийсене те манса хăварас килмест. 1925-1926 çулсенче çак йывăр лава Михаил Иванович Платонов, 1926-1929 çулсенче Иван Андреевич Андреев, 1936 çулта Николай Ефимович Нестеров, 1937-1940 çулсенче Петр Иванович Абакумов, 1940-1942 çулсенче Василий Федорович Чернов, 1942-1944 çулсенче Григорий Павлович Павлов, 1944-1946 çулсенче Вера Ивановна Терентьева, 1946-1949 çулсенче Василий Константинович Крылов, 1956-1961 çулсенче Алексей Тихонович Степанов, 1961-1964 çулсенче Петр Ильич Алексеев, 1965-1966 çулсенче Петр Федорович Серин, 1966-1967 çулсенче Рэм Георгиевич Димитриев, 1967-1972 çулсенче Борис Иванович Иванов, 1972-1987 çулсенче Петр Михайлович Мишин, 1987-1992 çулсенче Николай Иванович Глухов, 1992-1998 çулсенче Анатолий Ильич Абужаров, 1998-2005 çулсенче Геннадий Валентинович Ермолаев туртса пынă. Хальхи вăхăтра тĕп лесничире Анатолий Ильич Абужаров вăй хурать. Районти вăрман хуçалăхĕнче Петр Тихонович Тихонов уйрăмах паллă йĕр хăварнă. Вăл 1936 çулта Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнче çуралса ỹснĕ, Атăл тăрăхĕнчи М. Горький ячĕллĕ вăрман техникин институтĕнчен вĕренсе тухнă. Улатăр хими вăрман хуçалăхĕнче, Киря вăрман комбинатĕнче, Канаш вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. 1977-1986 çулсенче Шăмăршă вăрман хуçалăхне ертсе пынă. Вăрман хуçалăхне аталантарас ĕçри çитĕнỹсемшĕн Петр Тихоновича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата темиçе медальпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă, "Раççей вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата "Чăваш АССР вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем панă.