Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илеме курсассăн, чун савăнать, тата та лайăхрах пулнине курас килет тăван Шăмăрша

СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ тата илемлĕх ертỹçи В.Н.Яковлев, икĕ çул каялла Шăмăрша килсен, çапла каланăччĕ: "Эпĕ хамăр рсепубликăри пур район центрĕнче тата кашни ялтах пулнă, анчах Шăмăршăри пек тирпейлĕхпе илемлĕхе ниçта та курман. Район центрĕнче кăна мар вĕт-ха, ялсенче те илемлĕ. Тен, хистесе-хушсах тăваççĕ пуль çак тирпейлĕхе, анчах район ертỹçисен маттурлăхне, вĕсем халăха тĕрĕс çул кăтартса, культурăллă пурăнма вĕ-рентсе пынине курмасăр тăма май çук. Манран килес пулсан, эпĕ кашни район тата ял администрацийĕн пуçлăхнех Шăмăршăпа ытти ялсен урамĕсене кăтартса çỹрĕттĕм, тирпейлĕ те илемлĕ пурăнма вĕрентĕттĕм". Валерий Николаевич çак сăмахсене пĕрре те ỹстерсе каламарĕ. Эпĕ, вăтăр çул ытла район центрĕнче тĕпленсе пурăнаканскер, пылчăклă та йỹçĕхлĕ-путлăхлă урамсене, кивĕ çуртсене, талăкĕпех хура тĕтĕм кăларакан котельнăйсене лайăх астăватăп. Манман-ха: çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче редакцие УАЗ маркăллă çăмăл автомашина уйăрса панăччĕ. Çак машинăна заводран хăваласа килнĕ чух Ленин урамĕнче путса лартăмăр та, гусеницăллă тракторсăр та туртса кăлараймарăмăр. К.Маркс урамĕнче вырнаçнă почтăна хаçат леçнĕ чух мĕн чухлĕ нуша кураттăмăр тата? Çар комиссариачĕ тĕлне çити çиткелеттĕмĕр, унтан вара пылчăклă-путлăхлă çулпа малалла кайма çукчĕ. Виçĕ пин ытла экземпляр хаçата почтăна алăпа йăтса леçни пĕрре кăна пулман. Шупашкартан почта илсе килекен автомашина водителĕ пирĕн çулсене сура-сура ятланине темиçе та илтнĕ. Халĕ районти хăть те хăш яла та асфальт çулпа çитме пулать, район администрацийĕ кашни урамах асфальт çул сарма тĕллев лартнă. Шанатăп _ ĕмĕт пурнăçланатех! Темиçе çул каялла районти шкулсене, клубсене, ача сачĕсене, çуртсене хутса ăшăтас ыйту çивĕч тăратчĕ. Çĕр-çĕр тонна çĕр кăмрăкĕ, пиншер кубометр вутă туяннă, çут çанталăка хура тĕтĕмпе вараланă. Çакна курса-пĕлсе тăрсах, халăх пурнăçне çăмăллатас тесе, район ертỹçисем республикăра чăн малтисен шутĕнче çут çанталăк газне илсе килессишĕн тăрăшрĕç. "Кăвак çулăм" ырлăхĕшĕн нуши-асапне те пайтах курнă-тỹснĕ ĕнтĕ, çапах та шăла çыртса та пулин мĕн палăртнине пурнăçларĕç-пурнăçларĕçех. Паян аякри Канаш паççулккинче пурăнакан ман йысна сивĕ хĕл кунĕсенче килĕнче çуллахи пек ăшă пулни çинчен савăнсах пĕлтерет. Халиччен çак паççулккара хĕлле тислĕк кирпĕччи тата вутă хутса ăшăнатчĕç. Канаша кăна мар, таçти "упа шăтăкĕнчи" Хĕрлĕ Васан, М.Горький паççулккисене, Ирçе Тĕккипе Шамкай, Улмаллă ялĕсене те çитрĕ газ. Хулари пек илемлĕ те çутă шкулсем, çемье тухтăрĕн офисĕсем, ача сачĕсем ялсене илем кỹреççĕ. Хăш-пĕр районсенчи пек кивелсе çитнĕ учреждени çурчĕсем пирĕн патăрта пачах та çук. Мĕн тунине упрама çеç пĕлесчĕ, çĕнетсе-илемлетсе тăрасчĕ. Ялсене кайсан çынсем ĕçмелли шыв ыйтăвне те çĕклеççĕ, "водопровод хăçан пулать-ши?" теççĕ. Хырла шывĕ çинче Раççейри яллă районсенчи чи пысăк водохранилищĕне тума пуçлани çинчен пĕлсен, ял çыннисем савăнаççĕ. Ним пытармалли те çук, эпир халĕ ĕçекен шыв сывлăха сиен кỹрет, пахалăхĕпе те, тасалăхĕпе те санитари нормисене тивĕçтереймест. Çавăнпа та район администрацийĕ (каллех - республикăра чăн малтисен шутĕнче!) ялсене пăрăхпа ĕçмелли паха шыв илсе пырассине çитес пĕр-икĕ çул хушшинче вĕçлеме палăртать. Сăмаха СССР халăх артисчĕн В.Н.Яковлевăн сăмахĕпе пуçларăм пулсан, вăл калани патне тепĕр хут таврăнам. Валерий Николаевич Шăмăршăсен опытне пурин те вĕренмелле, тенĕччĕ. Килеççĕ пирĕн пата вĕренме, кашни районтан çеç мар кỹршĕ республикăпа облаçран та. Раççей Президенчĕ В.В.Путин Шăмăршăна килсе кайнă хыççăн "Путин çулĕпе" вун-вун делегаци хăнара пулчĕ. Чăнах та, хăнасем ют çын куçĕпе пăхса çитменлĕхсене те асăрхаççĕ пулĕ. Анчах районта лайăххи ытларах пулнине пĕр суймасăр-йăпăлтатмасăр палăртаççĕ. Çитменлĕхсемпе татса паман ыйтусене вара район администрацийĕ хăй те лайăх пĕлет, вĕсене пĕтерсе пырассишĕн тăрăшать



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 сентября 2005
00:00
Поделиться