Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ

Пĕтĕм çĕршыври пекех, сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенче те çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Çак ятпа кашни шкултах савăнăçлă линейка пулса иртрĕ, Пĕлỹ кунĕ пурин чĕринче те чи ырă туйăм хăварчĕ. ШĂМĂРШĂ. Районти чи пысăк шкул çĕнĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илнĕ. Пысăк та çутă классенче 750 вĕренекен пĕлỹ илме пуçлĕ, çав шутра 60-ĕшĕ _ пĕрремĕш класс ачисем. Хитре чечек çыххисем тытнă ачасем хăйсем те чечек пек илемлĕн курăнаççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăна шкул директорĕн çумĕ В.В.Хорькова уçрĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене шкул директорĕ В.В.Антонов чун-чĕререн ăшшăн саламларĕ. Район админитсрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Шăмăршă ял админитсрацийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов, саламлă сăмах каланă май, районта халăха вĕрентес ĕçе лайăхлатассишĕн нумай тăрăшнине палăртрĕ. кăçалхи çу кунĕсенче кашни шкулах тĕпрен юсанă, çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтасси çине куçарнă. Икĕ шкул çивиттине цинкланă тимĕрпе витнĕ. Шкулсене компьютерсемпе тивĕçтерессипе те район республикăра малтисен шутĕнче. Шăмăршă шкулĕнчи лесничество _ районта чи лайăххисенчен пĕри. Çу каçа лесничество членĕсем çамрăк вăрмансене пăхса çитĕнтерес тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Линейкăра сăмах илсе, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн представителĕ Н.П.Эсливанова вăрманçăсене ăшшăн тав турĕ, 11-мĕш классене ертсе пыракан Е.С.Воронцована, Н.Г.Любимована, Н.П.Петрована тата В.Ф.Андронована Хисеп грамотисем пачĕ. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе çавăн пекех Е.С.Воронцова вĕрентекен, лицей директорĕ Л.Г.Иванова, вунпĕрмĕш классен ятĕнчен Е.Полякова та саламлă сăмах каларĕç. Пуçласа шкула килнисем лайăх вĕренме, учительсем вара шкул чысне çỹлте тытма шантарса тупа туни те асра юлĕ. Акă, чи хумхануллă самант: пĕрремĕш класра вĕренме пуçлакан Анастасия Ивановапа вунпĕрмĕш класра пĕлỹ илекен Евгений Старшов малтанхи шăнкăрав шăнкăртаттарчĕç. Вĕренекенсем "Çын пурнăçĕнчи хăрушсăрлăхшăн" темăпа иртекен пĕрремĕш урока васкарĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 сентября 2005
00:00
Поделиться