Контракт йĕркипе çарта
Чăн-чăн арçын çарта туптанать, теççĕ. Салтак аттине тăхăнса чăтса ирттернĕ каччăсем чăннипех те хисепе тивĕçлĕ. Анчах тепĕр чухне сывлăхлă йĕкĕтсемех çар хĕсметне каяссинчен пăрăнма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ суя хутсем тутарса килтех реххетленсе пурăнаççĕ. Юлашки çулсенче Раççей çарне контратниксенчен йĕркелесси пирки пикенсех сăмахлаççĕ. Шутласан пĕр енчен лайăх та пулĕ. Контрактниксене патшалăх тумлантарать, укçа тỹлет. Пурăнмалли вырăнпа та йывăрлăхсемех çук. Киле килсе кайма, хула транспорчĕпе ярăнма тỹлевсĕр çулçỹрев хучĕ параççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çартан таврăннă каччăсемшĕн контракт çырса тепĕр хут çара кайни лайăх та пулĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Пĕрремĕшĕнчен _ ялсенче ĕç вырăнĕ тупма питĕ йывăр, иккĕмĕшĕнчен _ пурăнмалли çурт-йĕр çĕклесси те ай-яй! ĕнсене хыçтарать, çамрăк мăшăр халĕ ĕлĕкхи пек ватăсемпе пурăнасшăнах мар, виççĕмĕшĕнчен _ çарти çынсен ĕç укçи те пĕчĕк мар, шалăвне те вăхăтра тỹлеççĕ. Салтака кайсан пĕр çул иртнĕ хыççăн та контракт çыракансем пур халĕ. Паллах, çакăн пек каччăсем чăннипех чунĕпе çар хĕсметне парăннă. Патирек ялĕнче çуралса ỹснĕ Ильнур Тепитов та салтак нушине Саратов хулинче чăтса ирттернĕ хыççăн контракт йĕркипе Самар облаçĕнчи Рощинский паççулккинче службăна тăсать. Вăл 2001 çулта çара кайнă. Ильнур контрактпа çар хĕсметне юлнишĕн пĕрре те ỹкĕнмест. нумайăшĕ контрактниксене улталаççĕ тесе шухăшлать пулĕ. Çакна шута илсе Ильнура хăй хĕсметре тăракан çао чаçĕ вырнаçнă гарнизон пирки, салтаксен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм. Вăл хаваспах килĕшрĕ: "Эпĕ хĕсметре тăракан гарнизонра вăтам пĕлỹ паракан шкул, ача сачĕ, телефонпа çыыхăну уйрăмĕн пункчĕсем, суту-илỹ точкисем, клубпа библиотека, кинозал пур. Пирĕн чаçре ахаль салтаксем çук, пурте контрактниксем. Уйăхне, премисене, пурăннăшăн (хваттершĕн) тỹлеме укçа уйăрнипе, 10 пин тенкĕ ытла шалу илетĕп. Сержантсем тата та нумайрах илеççĕ. Кунне салтак столовăйĕнче виçĕ хутчен апатланатпăр. Апат лайăх çитереççĕ, менюра кашни кун урăх апат. Хам эпĕ квартирта укçа тỹлесе пурăнатăп. Ирхине 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕç вырăнĕнче. Паллах, эпир те нарядсене çỹретпĕр. Канмалли кунсенче хулана канма каятпăр". Ильнур каласа панă тăрăх пĕлтĕмĕр ĕнтĕ, çарта устава пăхăнса пурăнмалла. Çар вĕрентĕвĕ те час-часах иртет. И.Тепитов миротворчество бригадинче хĕсметре тăнă май вĕсене Саудовская Аравине, Африкăна командировкăна яраççĕ. Ют патшалăх çар паспортне те хатĕрлесе панă вĕсене. Контрактниксене çулсерен тумлантарма 7 пин тенкĕ укçа каять. Çар тумне те вĕсене заказпа çĕлесе параççĕ. Контракт йĕркипе Рощинский паççулкинче хĕсметре тăракансем куçăмсăр майпа Самарăри гуманитари университечĕн филиалĕнче те ăс пухма пултараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, И.Тепитов шантарса каланă тăрăх, ялта ĕçсĕр çапкаланса çỹриччен контракт çырса çара кайнинчен хальхи пурнăçра лайăххи те çук. Ильнур канмалли кунсенче килне те килкелесе каять. Ара, Шăмăршăранах Самарăна çити автобуспа ларса кайма пулать-çке. Ашшĕ-амăшне, хăйĕнпе пĕртăванĕсене те укçа-тенкĕпе пулăшма вăй çитерет. Ялта вара укçа-тенкĕ пулăшăвĕ питех те кирлĕ. Тĕслĕрен кăтартакан телевизор туянса парса та килĕнчисене савăнтарнă вăл. Енчен те çара контракт йĕркипе каяс кăмăл çуралчĕ пулсан, районти çар комиссариатне пыма ыйтатпăр. Сире кунта контракт йĕркипе тĕплĕнрех паллаштарĕç