Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асфальт çул _ савăнăç

ЮЛАШКИ çулсенче, район администрацийĕ тăрăшнипе, ялсен сăн-сăпачĕ нумай çĕнелсе илемленчĕ. Акă, пирĕн Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи Ленин урамĕнче çурхи шыв-шур вăхăтĕнче гусеницăллă тракторпа кăна иртме пулатчĕ. Транспорт хатĕрĕсем çурт чỹречи умĕнченех иртсе каятчĕç, пылчăк сирпĕтсе хăваратчĕç. Ватă çынсемпе пĕчĕк ачасене урам урлă каçма та чĕр нушаччĕ. Ял çыннисен пăшăрханăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев чĕри патне илчĕ, виçпỹртсене пулăшма шантарчĕ. Валерий Петрович хăйĕн сăмахне çирĕп тытакан çын тесе ахаль каламаççĕ иккен. Иртнĕ кунсенче Шăмăршăри ДРСУ ĕçченĕсем пирĕн Ленин урамне асфальт сарса тухрĕç. ДРСУ ертỹçи В.Федотов тата Н.Кудряшов мастер çул-йĕр паха та шанчăклă пултăр тесе нумай тăрăшрĕç. Çак кунсенче пирĕн кỹршĕн çывăх тăванĕсем çăмăл автомашинăпа Мускавран хăнана килнĕ те, асфальт çула курсан тĕлĕнсех кайнă. Унччен вĕсем хăйсен машинине ял вĕçне лартса хăварнă пулсан, халĕ килĕ умнех çитнĕ. Ял çыннисем асфальт çул сарнăшăн çав тери савăнаççĕ, хăйсемшĕн тăрăшакансене чĕререн тав тăваççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 сентября 2005
00:00
Поделиться