Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултаруллă çамрăка - ятарлă стипенди

Кивĕ Чукалти вăтам шкултан вĕренсе тухнă Сергей Уськин - географи предмечĕпе республика олимпиадин призерĕ - çак кунсенче хăйĕн учителĕпе Г.П.Тридворновпа пĕрле Шупашкарта пулчĕ. Пултаруллă çамрăка "Чувашия" Фонд ятарлă стипенди тỹлесе тăма йышăннă. Сергей Уськин, республикăри виçĕ олимпиадăра та Диплом çĕнсе илнĕскер, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренет. Ăна Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова тата "Чувашия" Фондăн попечительсен канашĕн председателĕ Л.Лебедев ăшшăн саламланă тата кашни уйăхрах 500 тенкĕ ятарлă стипенди илсе тăма тивĕç пулни çинчен çирĕплетекен свидетельство панă. Министр çавăн пекех Г.П.Тридворнов учителе те хăйĕн предметне çỹллĕ шайра вĕрентнĕшĕн, çамрăк талантсем тупма пултарнăшăн чĕререн тав тунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2005
00:00
Поделиться