Наталия Игнатьева: "Вĕрентĕве ертсе пырассинче общественноç вăйĕ те пысăк пулмалла"
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ĕнер, акă, Шăмăршăра учительсен августри канашлăвĕ те кĕрлесе иртрĕ, унта вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех умра тăракан тĕллевсене те палăртрĕç. Пирĕн корреспондент канашлу умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, халăха вĕрентес ĕç, çамрăксен политики, спорт тата культура управленийĕн пуçлăхĕпе Н.Г.Игнатьевапа тĕл пулса калаçнă.
- Наталия Германовна, Эсир çак ĕç вырăнĕнче Пĕлỹ кунне пĕрремĕш хут кĕтсе илетĕр. Хуммхантармасть-и, пăшăрхантармасть-и Сире шкул шăнкăравĕ янăрас умĕнхи тапхăр?
- Хумхану туйăмĕ, паллах, пур, анчах шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле кĕтсе илни пирки пăшăрханма сăлтав çук. Юлашки кунсенче эпĕ районти кашни шкултах тенĕ пек пултăм, учительсен ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк пулни кăмăла çĕклерĕ. Уйрăмах Патирек, Чукал, Анат Чаткас, Пуянкасси шкулĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне лайăх хатĕрленнĕ. Район администрацийĕ тăрăшнипе, кăçал Карапай Шăмăршăри тата Васанти вăтам шкулсенче çемçе çивиттисем вырăнне цинкланă шăвăç витнĕ. Çак ĕç валли 1 миллион тенĕне яхăн тăкакланă. Реформăсене реконструкцилес тата аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери банк проекчĕпе килĕшỹллĕн, районти виçĕ базăллă шкулта
- Шăмăршă, Палтиел тата Пăчăрлă Пашьел шкулĕсенче вĕренỹ кабинечĕсене тĕпрен юсанă. Физика, хими кабинечĕсем валли пурĕ 3 миллион тенкĕ ытлалăх сĕтел-пукан туяннă. Пăчăрлă Пашьел шкулĕпе ача садне, Асанкассинчи шкул-ача садне, Кивĕ Чукал шкулĕпе ача садне, Вырăс Чукалĕнчи шкулпа ача садне, Улмаллă шкулне çут çанталăк газĕпе хутса ăăшăтасси çине куçарнă. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта та юсав ĕçĕсем нумай тунă: ăшăтакан системăна çĕннипе улăштарнă, кабинетсемпе коридорти урайсене çĕнетнĕ тата ытти те. Виçпỹрт Шăмăршă, Анат Чаткас шкулĕсем те паян хулари пек илĕрỹллĕ. Ытти шкулсенче те юсав ĕçĕсем нумай пурнăçланă. Учительсен коллективĕсене чун-чĕререн тав тăвас килет. Паллах, чăн малтан директорсен хастарлăхне палăртмалла.
- Шкул çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче паллă фактор пулса тăрать. Ку тĕлĕшпе пирĕн районти вĕренỹ заведенийĕсем еплерех ĕçлесе пыраççĕ-ха?
- Вĕрентỹ аталанăвĕн кăтартăвĕсене пахалăх енчен хак пани çакна çирĕплетет: юлашки çулсенче вĕрентỹре финанспа экономика механизмне ĕçе кĕртес, вĕрентỹ учрежденийĕсене реструктуризацилес, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне пурнăçа кĕртес, вĕрентĕве çĕнетессине право тĕлĕшĕнчен никĕслес тĕлĕшпе çав тери пысăк ĕç пурнăçланă. Районти вĕрентỹ системин ĕçĕ-хĕлĕ те çак задачăсене пурнăçлассипе çыхăннă. Юлашки çулсенче, федерацин "Пĕтĕмшле информаци лару-тăрăвне лайăхлатасси çинчен" тĕллевлĕ программине пурнăçласа, районти шкулсене 121 компьютерпа тивĕçтернĕ. 2000 çулпа танлаштарсан, шкулсенче компьютерсен шучĕ 5 хут ỹснĕ. Хальхи вăхăтра районта кашни 22 вĕренекене 1 компьютер тивет, çак кăтарту республикипе 34 вĕренекенпе танлашать. Компьютер çыхăнăвне пулах, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче тата лицейри 10-11 классенче вĕренкен 41 çамрăк математика тата биологи предмечĕсемпе республикăри дистанционнăй олимпиадăна хутшăнма пултарчĕç, икĕ вĕренекен олимпиада призерĕсем пулса тăчĕç. Çав вăхăтрах вĕрентĕве модернизацилес ĕçре пиртен килмен йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ-ха. Телефон çыхăнăвĕ япăххипе, районти нумай шкул Интернет сетьне тухаймасть тата электронлă почта та ĕçлеме пултараймасть. Пирĕн шутпа, çитес вĕренỹ çулĕнче çак çитменлĕхсем пулмалла мар.
Наталия Германовна, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн шкулсен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашсан та вырăнлă пулĕ. Мĕнлерех-ха вĕсенчи вĕрентỹпе воспитани шайĕ? _ Районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 18 учреждени шутланать, вĕсенче 2687 вĕренекен пĕлỹ илет. Вăтамран шутласан, кашни класа 16 ача е кашни учителе 8 вĕренекен тивет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсем çапла: 2651 ача (98,4:) тепĕр класа вĕренме куçнă, 826 вĕренекен (31:) "4" тата "5" паллăсемпе пĕтернĕ, 10 вĕренекене вара тепĕр класа куçарман. Вĕренỹ пахалăхĕ енчен илес пулсан, чи лайăх кăтартусем çак шкулсенче: Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсен 46:, Карапай Шăмăршăри шкулта 39:, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта 38: "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Районти шкулсенче 9-мĕш классенче вĕренекенсем пурте выпускной экзаменсене тытнă. Алгебра предмечĕпе экзамен тытса патирекри тĕп шкулта вĕренкенсен 50: "4" тата "5" паллăсем илнĕ. Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулăн 9 класĕнче вĕренекен 35 вĕренкен 24-шĕ вырăс чĕлхи экзаменĕнче "4" тата "5" паллăсене тивĕçнĕ. Пурĕ вара районĕпе тĕп шкулсенчен 335 ача вĕренсе тухнă, вĕсенчен 23-шĕ - чи лайăх паллăпа. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче районта 284 çамрăк тулли вăтам пĕлỹ илнĕ, 8 выпусника "ылтăн", 16 выпусника "кĕмĕл" медальсемпе наградăланă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, районти шкулсене пĕтернисенчен 96-шĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулсене пирĕн мĕнпур медалист тата лицейран пĕлỹ илсе тухнисен 96: вĕренме кĕме пултарнă. Уйрăмах кăçал Шăмăршă тата Пуянкасси шкулĕсенчен вĕренсе тухнисем аслă шкулсене йышлăн вĕренме кĕнине палăртмалла. _ Районти вĕрентỹ системин инноваци проекчĕсенчен чи пĕлтерĕшли вăтам шкул курсĕ Тăрăх пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ Тытасси пулса тăрать. Калăр-ха, ЕГЭ кăтартăвĕсем Сире пăшăрхантармаççĕ-и? _ ЕГЭ кăтартăвĕсем çакăн пек: обществознанипе экзамен панисем 70: , биологипе - 80 :, химипе _ 72:, вырăс чĕлхипе _ 47:, математикăпа 35: "лайăх" тата "питĕ лайăх" паллăсем илнĕ. Лицейри 23 вĕренекенрен 20-шĕ математикăпа "4" тата "5" паллăсем илнĕ. Çав вăхăтрах Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта сак предметпа 40 вĕренекенрен 18-шĕ (40:), Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта 36: экзамен тытайман. Общество тата экономика аталанăвĕ, конкуренци ỹссе пыни хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, çĕнĕлле шухăшлакан çынсем хатĕрлеме хушать. Вĕрентỹ структурине çĕнетсе улăштармасăр çак задачăна пурнăçлама май çук. Çак тĕллевпех пур шкулта та вĕрентỹ процесне харпăр-хăй вĕренỹ планĕсем тăрăх йĕркеленĕ. 18 шкултан 15-ĕшне пуçламăш классенчех ют чĕлхе тата информатика предмечĕсене вĕрентме сĕннĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче районти кашни шкултах 9-мĕш класра профиль умĕнхи хатĕрленỹ, базăллă 3 шкулта вара 10-мĕш классенче профиллĕ Вĕрентỹ çине куçаççĕ. 2006-2007 вĕренỹ çулĕнче профиллĕ вĕрентỹ çине пурин те куçмалла, уйрăм предметсене ют чĕлхепе вĕрентекен классем уçăлмалла. Пирĕн вĕренекенсен пĕлĕвне хакланă чух нумай баллă система çине куçассине те тимлĕхре тытмалла. Педагогсен пысăк пайĕ палăртнă тăрăх, хальхи пилĕк баллă системăна улăштарма вăхăт çитнĕ, пĕлĕве çĕнĕлле хаклани вĕрентỹ ĕçне чылай лайăхлатма пулăшĕ. Методика ĕçĕ çĕнелсе улшăннине те палăртмалла. Сăмахран, Шăмăршăри вăтам шкулта сăнарлă искусствăпа музыка учителĕсем методика идейисен фестивальне ирттерчĕç, унта музыкăпа рисовани вĕрентекен 6 учитель хăйсен ăсталăхне кăтартса пачĕç. Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсенче информаци технологийĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ирттернĕ районти семинар та нумайлăха асра юлĕ. Районти методпĕрлешỹ занятийĕсенче ют чĕлхесен учителĕсем те пуçарулăх кăтартаççĕ. Методика ĕçне Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас, Кивĕ Чукал шкулĕсенче уйрăмах лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Çак шкулсенче учитель-новаторсен ĕç опычĕпе тарăннăн паллашасси те тĕп вырăнта. _ Наталия Германовна, районти педагогсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле вăйпа кĕтсе илеççĕ-ха? _ Районти шкулсенче пурĕ 318 педагог ĕçлет, çав шутра 14-шĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", 40-шĕ ытла вĕрентỹ отличникĕ Ята тивĕçнĕ. Шкулсенче аслă категориллĕ 12 учитель вăй хурать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 57 педагога, пĕтĕмпе вара мĕнпур учительсен 71 процентне аттестациленĕ. Хальхи вăхăтра кадрсен квалификацине ỹстересси тата çĕнĕ пĕлỹ парасси уйрăмах паллă вырăнта тăрать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче курссенче 45 педагог е мĕнпур педагогсен 15: вĕреннĕ. Çак кăтарту пирĕн районшăн питех те пĕчĕк. _ Районти шкулсенче физкультурăпа спорт мĕнле вырăнта тăрать? _ Юлашки çулсенче шкулсенче ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес тĕлĕшпе пысăк вăй хунине палăртмалла. Кашни шкултах ирхи гимнастика, хускануллă вăйăсем, физкульт-тăхтав йĕркелеççĕ. Шкулта вĕренекенсен 38: спорт секцийĕсене сиктермесĕр çỹрет. 2004 çултан пуçласа районта физкультурăпа олимпиада, шкул тулашĕнчи ачасем валли вара "Малышиада" ирттреççĕ. Шкул ачисен 17 спартакиадинче Шăмăршă, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă шкулĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулсем тата 120 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕпе пуянланчĕç. _ Районта вĕрентỹ ĕçне модернизацилес тĕлĕшпе ятарлă канаш йĕркеленĕ, унăн тĕллевĕсем мĕнле-ши? _ Вĕрентỹ ĕçне модернизацилес тĕлĕшпе йĕркеленĕ канаш шкулсене компьютерсемпе тивĕçтерес, пĕтĕмĕшле пĕлỹ парассин тытăмне çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе экспериментсем ирттерес тата ытти ыйтусемпе ĕçлет. Ку тĕлĕшпе вĕрентỹ сферинчи обществăлла органсем пысăк пулăшу параççĕ. Кашни шкултах, уставпа килĕшỹллĕн, самоуправлени органĕсем йĕркеленĕ. Унта педагогсемпе методистсен канашлăвĕсем, учреждени канашĕ, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ, аслă классен канашĕ кĕреççĕ. Вĕсем вĕрентỹ ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ. Çавăн пекех попечительсен канашĕн ĕçне те ырăпа палăртмалла. Хальхи вăхăтра ăна кашни шкултах йĕркеленĕ. Уйрăмах Карапай Шăмăршăри тата Шăмăршăри вăтам шкулсем çумĕнчи попечительсен канашĕсем кăтартуллă ĕçлеççĕ. Вĕсем вĕренỹ процесне йĕркелес, педагогсен канашĕн ĕçне хутшăнас, спонсорсемпе ашшĕ-амăшĕсен взносĕсене шкул тăкакĕсем валли уйăрас тĕлĕшпе пуçарулăх кăтартаççĕ. Çапах та çакна йышăнмаллах: халлĕхе районти вĕрентĕве ертсе пырас ĕçре общественноç пĕлтерĕшĕ курăнсах каймасть-ха. Общественноç çине таянса ĕçлемесен вĕрентĕве модернизацилесси пирки калаçма йывăр. Вĕрентỹ ĕçĕнче вăй хуракансемшĕн нихăçан та çăмăл пулман. Шкул яланах творчествăлла шыравра, çак шырав малашне те умра тăракан тĕллевсене йнăçлă пурнăçлама пулăшасса шанас килет. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ районти мĕнпур педагогпа воспитателе, пирĕн хисеплĕ ветерансене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене çывхарса килекен Пĕлỹ кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата пурнăçра ăнăçусем сунатăп.