Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Буклет кăларнă

Районти тĕп библиотека Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕн В.И.Максимовăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан буклет пичетлесе кăларнă. В.И.Максимов пирĕн районти Анат Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ, чылай хушă районти ертсе пыракан органсенче (вунпĕр çул хушши райĕçтăвком председателĕнче) ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Василий Иванович Чăваш Республикин Президенчĕн администрацийĕн аппаратĕнче вăй хурать. В.И.Максимов - Чăваш Республикинчи лаша спорчĕн федерацийĕн президенчĕ. Çав вăхăтрах вăл пултаруллă çыравçă та. Халиччен унăн 8 кĕнеки пичетленсе тухнă. Уйрăмах "Как ты хороша, родная Шемурша" серипе кăларнă кĕнекесене вулакансем килĕштереççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2005
00:00
Поделиться