ВĂРАХА ЯМАСĂР
Хресчен тĕллевĕ - ĕлкĕрнĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртесси. Çăкăрлă пуласси шăпах çакăнтан килмест-и вара? Халĕ эпир çурхи тулла тỹрех вырса çапатпăр. 135 гектар унăн лаптăкĕ. Ю.Чураковпа В.Корчаков комбайнерсем ку ĕçе вĕçлесе пыраççĕ теме те юрать.
Йĕтем çинчи çĕнĕ тухăçа та çийĕнчех тасатса кĕлете кĕртме тăрăшатпăр. Кунти ĕçсене Н.Игнатьева заведующи йĕркелесе пырать. Тырă тасатакан агрегатсене В.Кузьмин машинист кăлтăксăр ĕçлеттерет. В.Назарова, Людмилапа Тамара Долговасем, С.Прохорова, Р.Данилова рабочисен тăрăшулăхĕ те пысăк.
Улăма пухса тирпейлесси те манăçа юлмасть, пушаннă лаптăксем çинче çĕртме сухи тăватпăр. А. Кадеевпа А.Корчаков механизаторсем ĕçе пахалăхлă пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Пирĕн тăрăхра кĕр тыррисем пысăк тухăç параççĕ. Çакна тĕпе хурса, вĕсене вăхăтра акса хăварасчĕ тетпĕр. Кăçал ыраша 50 гектар акма палăртнă пулсан, халлĕхе 30 гектара яхăн акма ĕлкĕртĕмĕр. Ака агергатне хуçалăхри чи опытлă механизатора - В.Судукова шанса патăмăр. Сеяльщиксем те - шанчăклă, хăйсен ĕçне пĕлекен çынсем.
Ĕçлекенсене вĕри апатпа тивĕçтерни вăхăта перекетлеме, ĕçе хăвăртлатма пулăшать. В.Судуковапа А.Муздукова поварсем - чăн-чăн шутлă апат ăстисем. Вĕсем вырмана хутшăнакансене кунне икĕ хутчен техĕмлĕ блюдăсемпе сайлаççĕ.