Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăнкăрав янăриччен

Виçпрт Шăмăршăри тĕп шкул сентябрĕн 1-мĕшне лайăх хатĕрленнипе кĕтсе илме хатĕрленет.

- Шкул пурĕ 70 вĕренекене йышăнĕ, çав шутра пиллĕкĕшĕ пуçласа пĕрремĕш класа килеççĕ, - терĕ Л.Н. Падиаров директор. - Вĕренкабинечĕсемпе коридорсене юсаса илемлетнĕ, çак ĕçре учительсем пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Ачасене вĕрентсе воспитани пама учительсем çителĕклĕ. Шкул директорне спортзала юсама укçа-тенкĕ çитменни çеç пăшăрхантарать. Хĕле кĕриччен кунта та юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Ачасем çу каçах шкул çумĕнчи сăнав участокĕсенче вăй хунă, канăва усăллă ĕçпе çыхăнтарнă. З.В.Левашкина учительница ертсе пынипе, шкул столовăйĕ валли пахча-çимĕç çитĕнтернĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 августа 2005
00:00
Поделиться