Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ватлăхăм та ман илемлĕ, мĕншĕн тесессĕн, эп телейлĕ"

 

Калама кăна çăмăл: пирĕн хаçатăн çывăх тусĕ, Васан ялĕнче пурăнакан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Герасимович Павлов çак кунсенче сакăр вун пилĕк çул тултарчĕ.

Çак ырă кăмăллă, çулне кура мар çăмăл шăм-шаклă çынпа сехечĕпех калаçса ларсан та ывăннине туймастăн. Çав тери ăслă, чун-чĕрене хумхантармалла сăмахлать вăл, хушăран вара шỹтлĕ истори каласа култарса та илет.

- Хĕрĕх пилĕк çул ачасене пĕлпатăм, - тет Николай Герасимович. - Эп вĕрентнĕ çынсем паян хăйсем те асатте е асанне пулнă ĕнтĕ. Çапах мана манмаççĕ-ха, тав тăвакансем те йышлă.

Н.Г.Павловăн пурнăç кĕнеки хулăн: ялти 7 çул вĕренмелли шкул, Патăрьелĕнчи педучилище, Кивĕ Чукал, Çĕнĕ Чукал, Васан ялĕсенчи шкулсенче математика предметне вĕрентни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин асаплă çулĕсем...

 Салтак тумне 1946 çулта тин хывнă Н.Павлов. Яла таврăнсан трех хăйĕн юратнă ĕçне пуçăннă. Математикăпа физика, нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Ĕçленĕ хушăрах учительсем хатĕрлекен институтран, 1965 çулта вара И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.

 Пултаруллă учителе районтисем те асăрханă: Н.Г.Павлова Васан шкулĕн директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак йывăр лава Николай Герасимович тăхăр çул хушши ăнăçлă туртса пынă.

1976 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Н.Г.Павлов шкул директорĕн вĕрентенĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçри çитĕнỹсемшĕн Николай Герасимовича çỹлти органсем Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă.

Шкулта ĕçленĕ çулсенче те, пенсие тухсан та Николай Герасимович ял пурнăçĕпе çывăх пулнă, халăх хушшинче ăслă сăмах каланă. Республика тата район ертỹçисем тытса пыракан çул-йĕр çинчен çынсене çăмăл чĕлхепе ăнлантарса параканни те - Н.Г.Павлов ветеран. Вăл ветерансен канашĕн ĕçне те хастар хутшăнать, ватăсене хумхантаракан ыйтусене район шайĕнче татса пама тăрăшать.

Мăшăрĕпе - хăй пекех ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ Александра Николаевнапа пĕрле 4 ача çуратсастернĕ. Пурне те аслă пĕлỹ панă. Павловсен ачисем çынлăхпа сăпайлăх енĕпе ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

- Çĕр çул ытла пурăнăр, - терĕм те Николай Герасимовича сыв пуллашнă чух, ветеран килĕшесшĕнех пулмарĕ.

- Сахал паратăр, - терĕ вăл яланхи пекех штлесе. - Мăнуксен çеç мар, вĕсен ачисен туйĕсенче те савăнасчĕ-ха. Турă панă кашни кунпа хĕпĕртесе пурăнасчĕ.

Эсир ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕрччĕ, хисеплĕ Николай Герасимович!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 августа 2005
00:00
Поделиться